17 ноября 2012 г.
Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, ĕçри çĕнĕлĕхсене ăша хывса унпа пурнăçра усă курма яланах хатĕр районти шкулсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем.
Ассоциацин пĕрремĕш ларăвĕ Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пулса иртрĕ. Надежда Николаевна Яндутова хăнасене ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Çĕнĕ технологи мелĕсемпе туллин усă курса ирттерни урокра нумай тĕрлĕ ĕç туса ирттерме май панине ăнăçлă кăтартса пачĕ вĕрентекен «Ĕмĕт наклоненийĕ» темăпа ăнлантарнă май. Вĕрентекенĕн тĕп пулăшаканĕсем - вĕренекенсем. Икĕ енĕ те пĕр-пĕрне лайăх ăнланма пултарни, вĕрентекенĕн çĕпĕç калаçăвĕ, ăшă кулли ачасен вĕренес, пĕлес туйăмне хăпартнине урок тăршшĕпех туйма пултарчĕ кашниех. Ĕçĕсене те пĕринчен теприне интереслĕрех мелпе ирттерме тăрăшрĕ Надежда Николаевна. «Сывă пурнăç йĕрки» акци пынине те шута илнĕ вĕрентекен, «Эпĕ сывлăхлă пуласшăн» темăпа та ĕçлерĕç. Кану саманчĕ те хăйне майлă иртрĕ, пĕр вăхăтрах икĕ ĕç тума пултарчĕç вĕренекенсем: канса, тĕрлĕрен хусканусем тунисĕр пуçне: ... пĕшкĕнем, çаврăнкалам, лапчăнса ларса пăхам, - тесе парта айĕнче çулçăсем тупрĕç. Çулçисем ахальлисем мар, ачасене тĕрлĕрен ĕç тума хистекен çулçăсем.
Кĕскен каласан, Надежда Николаевна урока пур енлĕн тĕплĕн хатĕрленсе ирттернине палăртрĕç ассоциаци ĕçне хутшăннă вĕрентекенсем.
Кĕтеснер шкулĕнче ĕçлекен Л.Николаевăпа Г.Николаева хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкулта ĕçлекен В.Антонова чăваш чĕлхипе литература урокĕсене ирттернĕ май çĕнĕ технологи мелĕсемпе усă курасси çинчен каларĕ. Кавал шкулĕнче ĕçлекен Н.Авакова Лидия Саринен «Кукамай» калавĕпе В.Астафьевăн «Конь с розовой гривой» хайлавĕсем тăрăх мастер-класс ирттерчĕ.
«Хăвна айăп тунă çынна айăплама ан тăрăш, ăна ырăпа тавăр» каларăша туллин уçса пачĕ. Икĕ хайлав сăнарĕсене пĕр-пĕринпе танлаштарса вырăс çыравçипе чăваш çыравçин сăнарсене уçса панă май пулса иртнĕ ĕçсем ытла та пĕр пек пулнине палăртрĕ. Калăн, çыравçăсем пĕр-пĕринпе калаçса татăлса çырнă. Пысăк Енккасси шкулĕнче ĕçлекен И.Иванова «Ачасене наукăпа практика конференцийĕпе олимпиадăсене хатĕрлесси» темăна çутатса пачĕ.
Ассоциаци ĕçне район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ З.Пуклакова йĕркелесе ертсе пычĕ, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем пур енчен те питĕ тăрăшуллă пулнине палăртрĕ.