17 ноября 2012 г.
Районта вăйлă аталаннă предприятисенчен пĕри вăл - Вăрмар райповĕ. Кăçалхи виçĕ кварталта ун тупăшĕ 3 миллион тенкĕ ытла пулнă. Райпо канашĕн председателĕ Сергей Николаевич Харитонов палăртнă тăрăх, ку тупăшăн ытларах пайĕ райпон пурлăхпа техника базине вăйлатма каять.
Лавккасене çĕнетессипе, тĕпрен юсассипе, çĕнĕ йышши лавккасем уçассипе тĕллевлĕ ĕçлесе 2008 çултан пуçласа пянхи кунччен юсавпа строительство ĕçсене пурнăçлама 22 миллион тенке яхăн укçа-тенкĕ хывнă. Мăнçырмари «Новинка», поселокри «Надежда», «Колос», «Все для дома» лавккасене, «Минутка» буфета, «Юность» кафене, Чулкасри, Энĕшпуçĕнчи, Кивĕ Вăрмарти, Арапуçĕнчи, Кивĕ Шулханти, Кивĕ Вăрмарти, Пысăк Енккассинчи, Шăхальти, Тупахри, Тикашри, Урнарти, Чупайĕнчи, Арапуçĕнчи, Саруйĕнчи райпо лавккисене çĕнетнĕ. Хальхи йышши оборудовани туянассипе те тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество валли «Ротор-Агро» кăмака, ПЭТ кĕленчесене вĕрсе хăпартмалли агрегат, чуста якатмалли машина, пароконвектавтомат, сивĕтекен оборудованисем, çăкăр касакан оборудовани, клипсатор, УАЗ, Газель автомашина туяннă. Райпо çĕнĕ лавккасем уçассипе те ĕçлет. Иртнĕ çул Тупах ялĕнче, кăçал Чупайĕнче лавккасем уçăлчĕç. Çавăн пекех поселокри «Органика» лавккана, «Юность» кафене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ.
Райпон «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă общество кăçал çĕнĕ кафе хăпартма тытăннă. Тĕп подрядчик - «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи. Строительство ĕçĕсене пурнăçлама 10 миллион тенкĕ уйăрнă. Çĕнĕ кафе икĕ хутлă пулĕ. Пĕрремĕш хутĕнче 40-50 вырăнлăх апатлану залĕ, иккĕмĕш хутра вара кондитер цехĕ пулĕ.
Кăçал 30 лавккана пушар сигнализацийĕ лартнă. «Органика» лавккана реконструкциленĕ хыççăн кунта суту-илÿ ĕçĕ лайăх аталанса пырать. Вĕсен опычĕпе кÿршĕллĕ районсенчен те паллашма килеççĕ. 2013 çулта Кĕлкеш, Пăвакасси, Пысăк Енккасси, Эçпепе лавккисене тĕпрен çĕнетмелле.
Эппин умри тĕллесене райпо ĕçченĕсем пурнăçласса шанатпăр.