17 ноября 2012 г.
Йĕркеллĕ пурнăç условийĕсем тăвас тесен çурт-йĕр çĕкленекен пĕтĕм территорине хальхи инженери, çул-йĕрпе транспорт тата социаллă пурнăç инфратытăмĕсемпе тивĕçтермелле. Юлашки çулсенче республикăра, районсенче çурт-йĕр тăвассипе строительсем пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ.Çулран-çул пирĕн районта строительство ĕçĕсен калăпăшĕ ÿссе пырать. 2008 çулта - 38000, 2009 - 38400, 2010 - 38551, 2011 - 39320, 2012 çулхи 10 уйăхра 22344 тăваткал метр çурт-йĕр хăпартнă. Ку енĕпе «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи ăнăçлă ĕçлесе пырать.
Хальхи вăхăтра общество ĕçченĕсем поселокри Некрасов урамĕнчи 27 хваттерлĕ çурта хăпартассипе ĕçлеççĕ. Асăннă çурт-йĕре хăпартма вара паха йышши строительство материалĕсемпе усă кураççĕ. Кунта халĕ строительсем çуртăн çивиттине витессипе ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне шал енчен штукатурка ĕçĕсене пурнăçлаççĕ, çут çанталăк газĕ кĕртессипе ĕçсем пыраççĕ. Çĕнĕ çуртри пур хваттерсене те пластик чÿречесем вырнаçтарнă. Хваттерсем пĕр пÿлĕмлисем пулĕç. Хваттерсене пĕтĕмпех шалтан капăрлатаççĕ. Хальхи вăхăтра кунта 20 çын тăрăшса вăй хурать. 27 хваттерĕн пĕрремĕш подъездне кăçалхи декабрь уйăхĕнче хута яма палăртнă.
Пирĕн районта социаллă çурт-йĕр çинчен калакан программăпа килĕшÿллĕн тÿлевсĕр е патшалăхăн тавăрса памалла мар субсидийĕсемпе усă курса чылайăшĕ пурăнмалли условийĕсене лайăхлатать. «Пурăнмалли çуртсем туни хальхи вăхăтра пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Пурăнмалли çурт-йĕр» наци проектне пурнăçланă самантра уйрăмах паха та палăрăмлă, калăплă та. Çавăн пекех эпир социаллă объектсем тăвасси çине те тивĕçлĕ тимлĕх уйăратпăр», - тет асăннă обществăн генеральнăй директорĕ Н.Зайцев.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансем, вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксен тăлăх арăмĕсем те федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн хăтлă хваттерсене тивĕçеççĕ. Кăçал пирĕн районта асăннă категорие кĕрекен 33 граждан хваттерлĕ пулчĕ, тепĕр 28-шне çитес вăхăтра хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерме палăртнă. Поселокри Некрасов урамĕнчи 27 хваттерлĕ çуртăн 8 хваттерĕ вăрçă ветеранĕсемпе вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксен тăлăх арăмĕсем валли пулĕ. Тепĕр 6 хваттерпе авариллĕ, пурăнма юрăхсăр хваттерсенчен куçакансене тивĕçтерме палăртнă. 5 хваттерне вара ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасем валли уйăрнă.
«Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин ĕçченĕсем кăçалхи 10 уйăхра пысăк калăпăшлă ĕçсем чылай пурнăçланă. Шăхаль, Кавал, Энĕшпуç, Кивĕ Вăрмар, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкулсенче капиталлă юсав ĕçĕсем тунă. Шăхальти Культура вучахне çĕнетнĕ. Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула хăпартассипе те асăннă общество ĕçлет. Унсăр пуçне райпон «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă обществăн кафе çуртне, Мăнçырмари нумай ачаллă çемье валли пурăнмалли çурт-йĕр хăпартассипе те тăрăшса вăй хураççĕ.
Пĕтĕмĕшле каласан, ĕç калăпăшĕ пысăк вĕсен, çулталăк вĕçлениччен чылайăшне пурнăçа кĕртме палăртаççĕ.