17 ноября 2012 г.
«Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче регистрациленме 5-10 минут вăхăт кирлĕ. Хăвăрпа çумра паспорт тата индивидуаллă лицевой счетăн страховой номерĕ пулмалла (СНИЛС)». Çакăн пирки журналистсене ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин информаци технологийĕсене вăя кĕртекен пай пуçлăхĕ И.Никонорова каласа панă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе чи малтанах электронлă варианта куçармалли пулăшусен планне çирĕплетнĕ. Пурĕ 77 пулăшу тĕсĕ, вĕсенчен 27-шĕ муниципаллă, 50-шĕ патшалăх пĕлтерĕшлĕ. Çак пулăшу тĕсĕсем çинчен калакан информацие ЧР патшалăх пулăшăвĕсен Порталĕнче вырнаçтарнă. Çак Портала 2010 çулта йĕркеленĕ, вăл халăха справкăлла пулăшу парать. Паянхи куна 19 патшалăх пулăшăвне (17 патшалăх, 2 муниципаллă пĕлтерĕшлĕ патшалăх пулăшăвĕ) электронлă варианта куçарнă. Ку вăл ЧР вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану, юстци министерствисен, Ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин, Шупашкар хула администрацийĕ кÿрекен патшалăх пулăшăвĕсем.
ЧР юстици министерствин пулăшăвĕсем халăхра чи анлă сарăлнисем. Ку вăл мăшăрланнине, ача çуралнине, вилнине патшалăх регистрацийĕ тăвасси, ят улăштарасси. Çавăн пекех ЧР Ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби кÿрекен патшалăх пулăшăвĕсемпе кăсăкланакансем те чылай. Республикăра пурăнакансем юрăхлă ĕç тупас, обществăлла ĕçсем йĕркелени çинчен информаци илес тесе час-часах çак пулăшу тĕсĕсемпе усă кураççĕ.
Патшалăх пулăшăвĕсен Пĕрлĕхлĕ порталĕ урлă пулăшу илес тесен сайтра регистрациленмелле. Çакăн валли паспорт тата СНИЛС кирлĕ. Регистраци 5-10 минута яхăн пырать. Ун хыççăн «Раççей Почти» ФППУ е «Ростелеком» АУО урлă уйрăм кабинетăн активаци кодне суйласа илмелли майне суйласа илмелле. Пĕр хутчен кăна регистрациленмелле. Патшалăх пулăшăвĕсен Пĕрлĕхлĕ порталĕнче федераци, регион шайĕнче пулăшу илме май пур. Федераллă пулăшусенчен чи анлă сарăлнисем: Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне тата чикĕ леш енне çÿремелли паспорт йĕркелемелли, водитель удостоверенине илмелли, пурăнмалли вырăнта регистрацилемелли, РФ Пенси фондĕнчен даннăйсем илмелли, штрафсене тĕрĕслемелли пулăшусем.
Чăваш Енре пулăшусене электронлă варианта куçарасси çирĕплетнĕ графикпе килĕшÿллĕн пулса пырать. 2012 çул вĕçне тата тепĕр 50 пулăшу тĕсне электронлă варианта куçармалла.