АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Руль умне ÿсĕр ан лар

14 ноября 2012 г.

Акă октябрĕн 26-28-мĕшĕсенче Чăваш Республикин территорийĕнче виççĕмĕш хутчен «Урă мар водитель» рейд иртрĕ. Çавна май кашнинчех çĕнĕ вырăнсенче мобильлĕ тĕрĕслев пункчĕсем йĕркеленĕ. Водительсемшĕн çак тĕрĕслев йывăрлăх кăларса тăратмарĕ, инспектор вĕсене темиçе çеккунтлăха кăна тытса чарнă. Ку вăхăт хушшинче водителе йăлт сăнаса ĕлкĕрме, алкогольпе усă курнине сиссессĕн вырăнтах алкотестер витĕр тĕрĕслесе кăларма пулнă.

Рейд вăхăтĕнче Шупашкар хули тата республикăри ытти район территорийĕсенче урă мар 102 водителе тытса чарнă. Руль умне эрех ĕçсе ларнă водительсен айăпне пула тăтăшах çул-йĕр çинче çынсем аманаççĕ, вилеççĕ. Октябрĕн 25-мĕшĕнче, каçхине, «Çĕрпÿ-Чĕмпĕр» автоçул çинче çăмăл автомашина водителĕ хирĕç килекен автомашинăсен çулĕ çине тухса тепĕр автомашинăпа çапăннă. Инкекре 2 водителĕн тата тепĕр хĕрарăмăн пурнăçĕ татăлнă. Юрать-ха, хыçалта ларса пыракан 2 ача чĕрĕ юлнă.

«Урă мар водитель» профилактика мероприятийĕ Вăрмар район территорийĕнче те активлă иртнĕ. Çак рейд вăхăтĕнче транспорт хатĕрĕпе ÿсĕрле пынă 3 водителе тытса чарнă. Çул-йĕр çинче транспорт хатĕрĕсемпе çыхăннă пĕр инкек те пулман.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика