АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿлевлĕ пулăшу хакĕ пирки

14 ноября 2012 г.

ЧР прокурорĕн «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче саккуна мĕнле пăхăнса пурнăçланине тĕрĕслесе тăрасси çинчен» хушăвĕпе килĕшÿллĕн район прокуратури асăннă хушăва «Водоканал» тулли мар яваплă общество мĕнлерех пурнăçласа пынине тĕрĕсленĕ. Асăннă общество шыв счетчикне техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăрассине, пломбăлассипе граждансене тÿлевлĕ пулăшу парассине пăхса тухнă. Çак пулăшусемпе граждансем усă курнăшăн тÿлевсене патшалăх енчен палăртман, çавăнпа та ăна «Водоканал» тулли мар яваплă общество çынсем мĕн чухлĕ усă курнине шута илсе калькуляциленĕ. Унпа килĕшÿллĕн шывăн пĕр счетчикне пăхса тăнăшăн тата пломбăланăшăн 480 тенкĕ тÿлемелле, иккĕ е ытларах счетчикшĕн - 720 тенкĕ.

Çав вăхăтрах Чăваш Республикин ытти районĕсемпе хулисенче ку енĕпе тÿлевсем урăхларах. Сăмахран, Çĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕн 2011 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчи «Çĕнĕ Шупашкар хулин халăхĕ панă заявкăсемпе пурăнмалли çурт-йĕре техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăрасси» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн шывăн пĕр счетчикне пломбăласси (материал хакне шута илсе) 109 тенкĕпе танлашать, ун хыççăнхи ытти счетчиксене пломбăлама кашнине тепĕр 18 тенкĕ кирлĕ пулать. Шыв счетчикне пĕр хутчен техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăнишĕн пĕр счетчикшĕн 32 тенкĕ илеççĕ, икĕ счетчикшĕн - 39, 4 счетчикшĕн - 64 тенкĕ.

Çавна май район прокуратури Вăрмар поселокĕнче пурăнакансене «Водоканал» тулли мар яваплă общество çÿлерех асăннă шыв счетчикне пломбăлассин, техника енчен пăхса тухассин тÿлевĕ пирки хăйсен шухăшĕсене палăртма ыйтатпăр. Пирĕн тел: 2-18-56, 2-12-68, 2-16-02.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика