14 ноября 2012 г.
Урнарти хутла вĕрентекен шкула (школа грамоты) 1884 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче уçнă. 1892 çулта кунта 28 арçын ачапа 4 хĕр ача вĕреннĕ. Шкул тара илнĕ çуртра вырнаçнă пулнă, учитель пулса А.Краснов ĕçленĕ. Шел пулин те, укçа çитменнине пула 1903 çулта шкула хупнă. Пăртас чиркĕвĕн пачăшки Г.Васильев çине тăнипе хресченсем шкул тума пĕр теçеттин çĕр уйăрма тата 300 тенкĕ укçа пухса пама килĕшнĕ.
1906 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче ялта земствăн пуçламăш училищи уçăлнă. Пĕрремĕш учитель пулса кунта Г.Черновский ĕçлеме тытăннă, каярах ăна А.Овечкин улăштарнă. Паян Урнар шкулĕнчи вĕрентекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаратпăр.
Вăхăчĕ шăвать, тĕллевĕ çавах юлать
Унтанпа нумай шыв юхса кайнă, педагогсен ăрăвĕсем улшăнсах пынă, анчах тĕллевĕ ун чухне те, паян та çавсемех - пирĕн пĕлÿ тата цивилизаци шайĕнчи воспитани парасси. Халĕ Урнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула Геннадий Олегович Васильев ăнăçлă ертсе пырать.
Учительсене, ачасене, ашшĕ-амăшĕсене ăнланса, яланах пулăшма хатĕр руководителĕн авторитечĕ ÿссех пырать. «Тумалли ĕçсем питех те нумай - кăçал шкула юсавпа реконструкци валли миллион ытла укçа уйăрнă. Классенче компьютерлă «Моноблоксем» вырнаçтартăмăр. Вĕрентÿпе опыт участокне тивĕçлĕ шая хăпартас тĕллевлĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, шкул кăçалхи район олимпиадисенче начар мар хутшăннă - 5 призлă вырăн çĕнсе илнĕ. Çав хушăрах Геннадий Олегович тĕрлĕ конкурссемпе интересленет - 2011 çулта районти «Лучший образовательный Интернет ресурс - Директора школы» конкурсра 1-мĕш вырăна тухать. Çамрăк директорăн ĕмĕчĕсем харсăр та тĕллевлĕ. «Саруйĕнчен, Урнартан, Шăплатран килекен ачасем илемлĕ шкулта вĕренччĕр», - тесе пĕлтерчĕ шкул директорĕ Г.Васильев.
Шкулти вĕрентекенсем ачасене паха пĕлÿ парассишĕн тăрăшаççĕ. Вĕсенчен пĕри - директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Л.Васильева, ку вырăнта нумай пулмасть çеç вăй хурать пулсан та, ĕçе тĕплĕн, кирлĕ пек ертсе пырать. Пĕлсе тумалли вара нумай - расписанисем, кружоксем, шкул планĕсем, уроксен анализĕсем, ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсем, олимпиадăсем... Вăл учительсемпе ачасен шухăш-кăмăлĕсене ăнланса, килĕштерсе ĕçлесе вăхăтра пулăшу пама тăрăшать. Пултаруллă учитель 2-мĕшĕпе 4-мĕш классене вĕрентет. Паллах, пĕр вăхăтрах икĕ класа пĕлÿ пама ансатах мар. Анчах та пĕчĕк вĕренекенсем пурнăçран кая юлса пымаççĕ. Иртнĕ çулхи район олимпиадинче Е.Сергеева чăваш чĕлхипе 3-мĕш вырăна, Д.Расколов районти «Сывлăхпа туслă» конкурсра 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Любовь Геннадьевна спортпа та туслă, ăна районта йĕлтĕрпе чупассипе иртекен ăмăртусенче курма пулать.
Çитĕнÿ никĕсĕ – ĕçе юратса тăвакансенче
Физика учителĕ, вожатăй Е.Краснова ачасене тарăн пĕлÿ паракан ĕçре пуян та нумай енлĕ методикăпа усă курать. Вĕрентекен арсеналĕнче электронлă вариантсем, стандартлă мар уроксемпе класс тулашĕнчи мероприятисем. Елена Ивановна районти «2012 çулхи вĕрентÿ учителĕ» конкурсра «Профессиональная культура и эрудиция» номинацинче çĕнтерÿçĕ пулнă. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Пăрачкавра уçă урок, Вăрмар шкулĕнче «Милосердие» темăпа уçă класс тулашĕнчи мероприяти ăнăçлă ирттернĕ. Хастар вĕрентекенĕн районти «Лучший пресс - центр» конкурсра - 3-мĕш, физика олимпиадинче 2-3-мĕш вырăнсем. Елена Ивановна - пур ĕçе те пурнăçлама пултаракан учитель.
Чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентекенĕ Р.Алексеева тăван чăваш сăмахне ачасем патне илемлĕ илсе çитерме пĕлет. «Чăваш ачисем тăван чĕлхепе калаçчăр, унран ан вăтанччăр», - тет Роза Геннадьевна. Унăн урокĕсенче чăваш сăмахĕ витĕмлĕ те уççăн янăрать, итлекенсене шухăша ярать. Учителĕн вĕренекенĕ Зоя Михайлова иртнĕ çулхи районти олимпиадăра 3-мĕш вырăна тивĕçет. Роза Геннадьевна - 7 класс руководителĕ. Ачасемпе час-часах экскурсисем, интереслĕ тĕл пулусем, тематика каçĕсемпе вăйăсем ирттерет, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать.
Г.Ускова вĕрентекен вырăс чĕлхипе литературине уçăмлă та çирĕп ăнлантарать. Ачасем ун урокĕсене чăтăмсăр кĕтеççĕ, киле панă ĕçсене тĕплĕн туса килеççĕ. Пушкинпа Лермонтов, Толстойпа Некрасов чĕлхи вĕсемшĕн çывăх та ăнланмалла. Галина Семеновна уроксене тĕрлĕ енлĕ, яланах çĕннипе пуянлатать. Вăл шкулти гуманитарлă наукăсен пĕрлешĕвне ертсе пырать. «Учителĕн пĕр вырăнта тăмалла мар, хăйĕн тавракурăмне вĕçсĕр аталантарса пымалла», - тет Галина Семеновна. Пур ача патне те пĕр пек, уйăрмасăр, çав вăхăтрах кашнин хăйевĕрлĕхне шута илсе, вĕсене кÿрентермесĕр калаçмалла - çакă тĕп вырăнта пысăк авторитетлă вĕрентекенĕн.
Э.Петрова 6, 8-мĕш классенче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Вăл вĕри чĕреллĕ педагог. Ачасене çирĕп те тарăн пĕлÿ парасси - уншăн тĕп тĕллев.
Математика учителĕ тата 8-мĕш класс руководителĕ С.Федорова шкулти «Естественноматематический цикл» пĕрлешĕвне ертсе пырать. Математика йывăр предмет, формулăсемпе уравненисене ачасем патне çывхартма Серафима Витальевнан ăсталăхпа талант çителĕклĕ. Учитель уроксене тимлĕн тишкерет, çÿллĕ шайра ирттерет. Математика эрнисем, КВН-сем, олимпиадăсем - ачасемшĕн кĕтнĕ вăхăтсем. 2012 çулта Серафима Витальевна районти «Самый классный классный» конкурса хутшăнса хăйĕн ăсталăхне кăтартрĕ. Пурнăçламалли шухăш-тĕллевсем нумай пирки калать тăрăшуллă вĕрентекен.
Урнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чылай çул истори предметне В.Еремеев вĕрентет. Ырă кăмăллă, эрудиципе палăрса тăракан учителе вĕренекенсем юратаççĕ, хисеплеççĕ, унăн урокĕсене килĕштереççĕ. Тĕрлĕ истори пулăмĕсене чунра юлмалла ăнлантарать. Владимир Петрович районти шашка ăмăртăвĕсене те ăнăçлă хутшăнать.
Г.Матвеев иккĕмĕш çул биологипе хими предмечĕсене вĕрентет. Хастар учителĕн çитĕнÿсем сахал мар. Районти биологи олимпиадинче Д.Миролюбов 1-мĕш вырăна тухнă. Геннадий Германович Шупашкарти вĕрентÿ институтĕнче республикăри биологипе хими учителĕсем умĕнче «Инновационные подходы в обучении биологии» темăпа мастер-класс ирттернĕ, «Педагогическая мастерская» 9-мĕш сборникре унăн «Папоротники» уçă урокĕ пичетленнĕ, 2011 çулта «Новое время» издательствăра «Юхать Кĕтне» ятлă кĕнеке кун çути курнă. 6 класс руководителĕ пулнă май Геннадий Германович ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле «Общечеловеческие ценности» уçă мероприяти ирттернĕ. Учитель районти шашкăпа волейбол турнирĕсенчен те юлмасть.
Тăван ен культурине, музыка предмечĕсене вĕрентекенĕ В.Сытина учитель шкулта «Юрă-ташă чĕпписем» кружок ертсе пырать. Валентина Григорьевна хăйĕн ĕçне чунтан парăннă учитель - шкулти пĕр мероприяти те вăл хатĕрленĕ юрă-кĕвĕсĕр иртмест. 2012 çулта районти «Чĕреме ачасене паратăп» конкурсра палăрать, 2011 çулта «Янра, хуткупăс» конкурсра номинант пулать. Валентина Григорьевна районти шашкăпа волейбол турнирĕсене хутшăнма юратать.
Физкультура предметне вĕрентекенĕ В.Егоров «Çăмăл атлетика» кружок ертсе пырать. Вячеслав Мефодьевич ачасем тĕреклĕ, сывлăхлă ÿсчĕр тесе пĕтĕм вăйран тăрăшать, организма çирĕплетекен çĕнĕ хăнăхтарусемпе усă курать. Шывра ишес енĕпе районти ăмăртура шкул команди 3-мĕш вырăна тухнă, график тăрăх ачасене «Илем» комплекса ишме илсе çÿрет. Умра - çĕнĕ ăмăртусем, çитĕнÿсем.
Э.Данилова вĕрентекен 1-мĕш, 3-мĕш классене пĕлÿ парать. Ачасем учителе хисеплеççĕ, канашсем ыйтаççĕ. «Класри медиапроектор ĕçе нумай çăмăллатать, вĕрентÿ методикине пуянлатать», - тет Эмилия Николаевна. Пултаруллă учитель районти «Аукцион педагогических идей» конкурсра ăсталăхне кăтартрĕ, çавăн пекех Эмилия Николаевна чăваш тĕррин ăсти те.
Обществоведени учителĕ А.Васильева шкулта нумай пулмасть кăна ĕçлеме тытăннă-ха. «Шкулта ĕçлеме интереслĕ, кашни ачан хăйĕн тĕллевĕ, шухăш-кăмăлĕ, пурне те лайăх пĕлÿ парас килет», - тет Алена Тимофеевна.
С.Александрова 2-мĕшпе 4-мĕш классене вĕрентет, Шăплат шкулĕнче вăй хурать. Маттур учителе ачасем те, ашшĕ-амăшĕсем те хисеплеççĕ, çитĕнÿсем сунаççĕ. Е.Иванова Шăплат шкулĕнче воспитатель пулса ĕçлет.
А.Федоров тума пĕлмен ĕç çук теççĕ шкулта. Анатолий Алексеевич завхоз пулса тăрăшать. Чăнах, ун аллинче ĕç вĕресе тăрать. Ылтăн алăсем теççĕ ун пирки халăхра.
«Апат тутлă пулсан, вĕренме те çăмăлрах», - теççĕ вĕренекенсем. Шкулти поварсем Е.Иванова, Т.Расколова, Э.Викторова (Шăплат) апат рационĕ тĕрлĕ тата усăллă, витаминсем çителĕклĕ пулччăр тесе тăрăшаççĕ, апата тутлă та пахалăхлă хатĕрлеççĕ.
Н.Еремеева, И.Павлова, Л.Титова (Шăплат) шкулти тасалăха тимлесе тăрса хăйсене шанса панă ĕçе тивĕçлĕн пурнăçлаççĕ. С.Максимов, С.Никифоров, В.Григорьев (Шăплат) хуралçăсем шкулта кĕтмен хăнасене асăрхасах тăраççĕ.
Урнар шкулĕнчи вĕренÿ вучахĕ малалла та ялкăштăр, иксĕлмесĕр вăй илсе пытăр.