14 ноября 2012 г.
«Пÿрт кĕтеспе мар, кукăльпе илемлĕ», - тенĕ ваттисем. Çакна çирĕплетсе ноябрĕн 8-мĕшĕнче Кивĕ Вĕренер ялĕнчи клубра Г.Яковлева пуçарăвĕпе (культура ĕçченĕ) чи пултаруллисем тĕрлĕ кукăль-çимĕçпе сăйлама пуçтарăнчĕç.
Чи малтанах Г.Яковлевăпа Е.Захарова кукăль историйĕпе паллаштарчĕç. Çак уявра хатĕрленĕ сĕтел çинче чăваш халăхĕн чаплă та тутă тытакан апат-çимĕçĕ куçа илĕртрĕ. Кĕрекере вара чăн-чăн кукăль ăстисем - вĕсем: В.Шишкова, Р.Девина, Е.Иванова, Е.Малькова, Г.Васильева, М.Иванова тата ыттисем те - хăйсем пĕçернĕ кукăль-çимĕçпе сăйларĕç. Çак савăнăçлă уяв - кукăль ăшши - чăваш ташшипе вĕçленчĕ. Чăваш кĕвĕ-çеммине каласа ташлаттараканни - В.Табаков ертсе пыракан Кавалти культура çуртĕнче пултарулăх ушкăнĕ пулчĕ.