АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ чиркĕве çветит турĕç

14 ноября 2012 г.

Иртнĕ шăмат кун пирĕн районта Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава тата республикăри вуншар-вуншар тĕн çынни пулчĕç. Тĕллевĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ - Çветтуй Петрпа Павел Апостолсен Шăхальти чиркĕвĕн çĕнĕ çуртне çветит тăвасси.

Аслă преосвещеннăй Варнава чиркĕве çветит тума килессе пĕлсен çак кун Шăхаль ялне районтан, республикăн ытти кĕтесĕсенчен православи тĕнне тытса пыракан вуншар-вуншар, çĕршер-çĕршер мар пулсан, çын пухăнчĕ. Аса илтересшĕн, Митрополит пĕлтĕр те сентябрĕн 25-мĕшĕнче пирĕн районта пулса Мăнçырмари Тихвински Турамăш Турăшĕн чиркĕвĕнче вырсарни кунхи кĕлĕ ирттернĕччĕ, унтан Тикашри часавая çветит тунăччĕ. Пĕр тăрăхрах, юнашарах вырнаçнă ялсенче Аслă Турăн виçĕ çветтуй çуртчĕ çĕкленсе ларни ку тăрăхри çынсем чун сипечĕпе пуян пулни çинчен калать.

Историрен. Çветтуй Петрпа Павел Апостолсен Шăхальти чиркĕвне 1765 çулта халăх укçипе хăпартса лартнă. 1871 çулта ăна юсаса çĕнетнĕ, йывăçран тунăскер, пĕр престоллă пулнă. 1936 çулта ăна, ытти нумай чиркÿсем пекех, хупаççĕ. 1993 çулта кăна ун чухнехи Варнава Архиепископ пилленипе тепĕр хут уçаççĕ. Çурчĕ кивĕ пулнăран прихута кĕрекенсем тăрăшнипе, Канаш районĕнчи Кĕçĕн Кипеч ялĕнче çуралса ÿснĕ Юрий Николаевич Петров укçа парса пулăшнипе 2011-2012 çулсенче çĕнĕ чиркÿ çĕклес ĕçе пуçлаççĕ. 2012 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче унăн тăрне купол вырнаçтараççĕ.

Акă çĕнĕ чиркÿ çуртне çветит тумалли кун та çитрĕ. Кунне те ахальтен суйласа илмен - ноябрĕн 10-мĕшĕ Ростов Митрополитне, Святитель Дмитрия асăнмалли кун. Чаплă лару-тăрура, Турра ĕненекен çĕршер çын умĕнче чиркĕве Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава çветит тунă. Ун хыççăн иртнĕ литургие Канаш тата Тăвай епископĕ Стефан, Улатăр тата Пăрачкав епископĕ пулма суйланă Федор архимандрит, Шупашкар епархийĕн духовникĕ, Введенский кафедральнăй собор настоятелĕ Геннадий Антонов протоиерей, Канаш епархийĕн духовникĕ Александр Михайлов протоиерей, Асаплантарса вĕлернĕ Турă çыннисен Шупашкарти храмĕн настоятелĕ Гурий Данилов архимандрит Шупашкар тата Канаш епархийĕсен клирикĕсем ирттерчĕç.

Литургие ытти тĕне ĕненекен çынсемпе пĕрлех Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин хутшăнчĕç.

Кĕлĕ вĕçленнĕ хыççăн Варнава владыка чиркĕве çĕклеме, илемлетме пысăк тÿпе хывнăшăн храм настоятельне Павел Тимофеева, Юрий Николаев мецената Çветтуй Авраамий Болгарскийăн 3 степеньлĕ медалĕ парса чыс турĕ. Тав сăмахне строительсем те тивĕçрĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ чинри хăш-пĕр тĕн çыннисене Таса Турăшсем пачĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин та Павел настоятеле таса та пархатарлă ĕçĕсемшĕн тав турĕ, Вăрмар район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика