14 ноября 2012 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ октябрь уйăхĕнче Раççей субъекчĕсен пуçлăхĕсен информаци уççăнлăхĕн рейтингĕнче 17 позици чухлĕ хăпарнă. М.Игнатьев 83 регион хушшинче 18-мĕш вырăн йышăннă, политикăри вăйлă лидерсенчен Тутарстан Пуçлăхĕнчен Р.Миннихановран, Пушкăртстан Пуçлăхĕнчен Р.Хамитовран, Пермь крайĕн кĕпĕрнаттăрĕнчен В.Басаргинран, Самара облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕнчен Н.Меркушкинран, Чулхула облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕнчен В.Шанцевран малта тăрать.
«Петербургская политика» фонд ИА Regnum информаци тĕлĕшĕнчен пулăшнипе хатĕрленĕ стабильлĕх рейтингĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ чи лайăх вунă ертÿçĕ хушшинче.
Рейтинга тăвакансем палăртнă тăрăх, малти е кайри вырăнсем субъектăн социаллă пурнăçпа политика системин лайăх е япăх енне мар, унăн шалти тата тулаш теветкеллĕхсене шута илсе тĕреклĕхне палăртаççĕ. Çак рейтингра М.Игнатьев Раççейри субъектсен 83 ертÿçи хушшинче вуннăмĕш вырăн йышăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн рейтингне витĕм кÿнĕ позитивлă факторсем хушшинче экспертсем республика парламентĕнчи пур фракцисем те хутшăнакан экономика канашне туса хунине, правительство чăваш чĕлхине анлă сармалли программа йышăннине тата А.Ротенберг Чăваш Республикине туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлама хатĕрленес енĕпе ĕçлекен федераллă комитет тытăмне кĕрессине те палăртаççĕ.