09 ноября 2012 г.
Мăнçырмари вăтам шулта ĕçлекен учительсем (вĕсенчен нумайăшĕ класс ертÿçисем) тĕрлĕ енлĕ тата тĕрлĕ темăпа иртекен мероприятисене тулли те ачасемшĕн усăллă ирттерес тесе тăрăшаççĕ.
Сентябрĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 19-мĕшĕччен районта «Полици тата ачасем» акци иртрĕ. Ку ĕçе вĕрентекенсем активлă хутшăнчĕç, ачасене туллин явăçтарчĕç. Акци ĕçне класс ертÿçисем шкулти яваплă çынсемсĕр пуçне ял тăрăхĕнче, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕнче тата район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси членĕсене те хутшăнтарчĕç. Комисси ларăвĕн ĕçне район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов ертсе пычĕ.
Районтан килнĕ яваплă çынсем вĕрентекенсемпе тата ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулса право йĕркине пăсассинчен мĕнле сыхланмалли çинчен калаçу ирттерчĕç. С.Казаковпа Ю.Кузнецов ачасемпе пĕтĕмĕшле тĕл пулса калаçнă хыççăн тĕрлĕ шайра шутра тăракан ачасемпе уйрăммăн ĕçлерĕç. Мăнçырма ял администрацийĕ çумĕнчи профилактика совечĕн секретарĕ Ю.Казакова пуçламăш классенче вĕренекенсемпе обществăлла вырăнта ачасен хăйсене мĕнле тытмалли, 5-6 классенче вĕренекенсемпе сывă пурнăç йĕркине тытса пыни преступлени çулĕ çинчен пăракан чи лайăх мел пулни çинчен калаçу ирттерчĕ. Ирттернĕ тĕл пулусемпе калаçусем вĕрентекенсемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Кашни класрах класс сехечĕсенче тĕрлĕ темăпа калаçусем, право темипе вăйăсем, викторинăсем, вăйă-çул çÿревсем пулса иртрĕç. Уроксем хыççăн асăннă темăпа видеофильмсем пăхрĕç.