09 ноября 2012 г.
Пирĕн Вăрмар тăрăхĕнче ял хуçалăх ĕçĕнче тăрăшакансем чылай. Пĕрисем выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ, теприсем çĕр улми тухăçлă çитĕнтереççĕ, виççĕмĕшсем пахалăхлă тыр-пул туса илеççĕ. Манăн сăмахăм ку хутĕнче Анаткас ялĕнче пурăнакан, хăйсен пахчинчех тĕрлĕ йышши пахча çимĕç ÿстерекенсем пирки пулĕ.
«Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă», –
текен ваттисен каларăшĕ çак пĕчĕк ялта пурăнакансем çинчен каланă тесен те йăнăш пулмĕ. Акă Валерий Алексеевич Кириллов хуçалăхнех илер-ха. Мăшăрĕпе Лилия Васильевнăпа икĕ хутлă çурт хăпартса хута янă вĕсем. Хуралтăсем те пĕтĕмпех çĕнĕ. 25 сотка çĕр çинче çак пултаруллă ĕçченсем кашни çулах тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен базилик, укроп, петрушка, щавель, сельдерей, кинза, сухан туса илессипе тăрăшса вăй хураççĕ. Кашни пахча çимĕçе йăран туса лартаççĕ. Çуллахи шăрăх кунсенче вĕсене шăвараççĕ. Унсăр пуçне кашнинчех çумласа тăраççĕ. Çитĕннĕ пахча çимĕçсене касса тирпейлеççĕ. Çуллахи вăхăтра иртен пуçласа каçчен пĕр канăç та çук Валерий Алексеевичпа Лилия Васильевнăн. Вĕсене вара Лилия Васильевнăн амăшĕ Ольга Кирилловна пулăшса пырать. Сакăрвун икĕ çулти кинемейăн та ларса тăма пĕр вăхăт та çук. Хăй те питĕ хавшак пулнăран, пĕр ĕçрен те ютшăнмасть вăл. Хĕл кунĕсем пуçланиччен кил хуçи Валерий Алексеевич теплицăра çĕр чавса ăна тислĕк хывса, пулăхлатса хăварать. Хĕл кунĕсенче те Кирилловсен çемйи ĕçсĕр лармасть. Вĕсем кил хуçалăхĕнче усă курмашкăн ăшă алсасем çĕлеççĕ. Лилия Васильевнăна çак ĕçре амăшĕ те пулăшсах пырать. Профессипе Л.Кириллова воспитатель, 10 çул вăл çак ĕçре тăрăшса вăй хунă. Анчах та шăпа ăна тăван ялнех илсе çитернĕ. Çапла вара хăйĕн пурнăçне унччен ял хуçалăх ĕçĕпе çыхăнтарманскер, паян чăн-чăн пахча ăсти вăл. 1990 çулсенче çак ĕçе пуçăннăскерсем, паян вĕсем ура çинче çирĕп тăраççĕ. «Пĕр вăхăт выльăх-чĕрлĕх те усраса пăхрăмăр, анчах чун туртни çĕнтерсе илчĕ», - тет Лилия Васильевна хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май.
Пăхатăп та ун çине, çак пултаруллă хĕрарăмра вăй вĕресе тăрать тейĕн. Малашлăх планĕсем те пысăк вĕсен. Халиччен кунта çитĕнтермен тĕрлĕ йышши пахча çимĕç культурисене те лартса пăхас кăмăллă вĕсем.
Пур енĕпе те ăстаçăсем
Ĕçлĕ çул çÿрев малалла çак ялти Ирина Анатольевна Филипповасен çемйине пулчĕ. Вĕсем те Лилия Васильевнăпа пĕр урамрах пурăнаççĕ. Ку çемьере те пĕр канăç çук темелле. Филипповсен çемйи те кашни çулах пахча çимĕç лартса тухăç туса илет. 23 сотка çĕр çинче петрушка, укроп, сухан, кинза ÿсет. Вĕсен пахчине курса çÿренĕ май çакă тĕлĕнтерчĕ: вырăнĕ çырмаллă пулсан та кунта лартнă пахча çимĕç тухăçĕпе, илемĕпе Голланди çĕршывĕнчи çĕрсенчен пĕрре те кая мар. Пахчари илеме вара Иринăпа Андрей Филипповсем, Иринăн ашшĕ Анатолий Максимович тата амăшĕ Нина Ивановна тытса пыраççĕ. Теплицăра та тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Вăл шывсăр ÿсмест, паллах. Çавăнпа та ял çывăхĕнчи пĕверен 200 метр тăршшĕ шыв пăрăхĕ туртнă. Çитес çул валли сухан вăрлăхлăх 2 тонна туяннă та. Ирина Анатольевнан мăшăрĕ Андрей чăн-чăн ал ăсти тесен те йăнăш пулмасть. Вĕсем патĕнче пулнă май, çак пултаруллă арçын кухньăна хăтлăх кĕртнине те курма тÿр килчĕ. Хуралтăсене хăпартнă çĕрте те вăл чылай тăрăшнине каларĕ мăшăрĕ. Ирина Анатольевна профессипе библиотекарь, мăшăрĕ Андрей каменщик специальноçе алла илнĕ. Иккĕшĕ те çĕр ĕçне кăмăллаççĕ вĕсем. Хĕллехи вăхăтра ăшă алсишсем çĕлеççĕ. Çак пĕчĕк ялта çамрăксем тĕпленсе ĕçлесе пурăнни ун малашлăхне аталантарма май парать.
Аслă ăрурисем те вăхăт таппинчен юлмаççĕ
Анаткас ялĕн ĕçченĕсемпе паллашнă май, мана Геннадий Степанович Степановсен çемйипе те курса калаçма тÿр килчĕ. Мăшăрĕпе Зоя Михайловнăпа тата ачисемпе пĕрле 87 сотка çĕр çинче тĕрлĕ йышши пахча çимĕç туса илеççĕ. Çулĕсемпе ултă теçетке урлă каçнă пулин те, ялти хастар çамрăксенчен юласшăн мар вĕсем. «Мĕн ачаран пĕр кун та ĕçсĕр ларма хăнăхман эпĕ. Халĕ те чун юратнă пахча ĕçне пур кăмăлтан пурнăçлатăп, сывлăх çеç пултăр», - тет Зоя Михайловна. Чи малтанах çак пултаруллă хĕрарăм хăяр туса илессипе ĕçленĕ. Куславкка районĕнчи Куснар ялĕнче пурăнакан, хăярпа суту-илÿ тăвакансенчен тĕслĕх илсе çак ĕçе пуçăннă вăл. Каярахпа пахчаçăсем ун чухне сахал çитĕнтерекен пахча çимĕç лартма тытăннă. Кашни çулах вĕсен туслă çемйи укроп, петрушка, симĕс сухан, базилик, тархун лартса ÿстерет. Çитес çул валли «Выборка» сухан вăрлăхĕ Патăрьелĕнчен кÿрсе килнĕ вĕсем. Ăна вĕсем ятарлă технологипе хĕл каçараççĕ.Петрушкăна 4-5 йăран кĕркунне лартса хăвараççĕ. Вăрлăхĕсене Шупашкарти «Сад и огород» фирмăран туянаççĕ. Çĕр ĕçне çăмăллатас тĕллевпе Степановсен çемйи мотоблок туяннă. Ака-суха ĕçĕсене вĕсем çак техникăпа пурнăçлаççĕ. Хĕл вăхăтĕнче те алă усса лармаççĕ. Нуски çыхаççĕ, ăшă алсишсем çĕлеççĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ.
Пысăк мар Анаткас ялĕнче пултаруллă ĕçченсем пурăнаççĕ, вĕсенчен çĕр ĕçĕпе ĕçлекенсем татах та пур. Вĕсем хăйсем валли ĕç вырăнĕсем тума пултарни савăнтарать кăна. Кашни хăйне евĕр маттур та пултаруллă ĕçченсем. Апла пулсан ял малашне те аталану çулĕпе пырасса шанатпăр.