09 ноября 2012 г.
Чăваш çĕрĕ сумлă та сăваплă. Унтан пултаруллă çынсем мĕн авалтан нумай тухнă. Мĕн ĕлĕкрен чăваш ăс-хакăл мулне пухса тĕпчевçĕсем нумай-нумай кĕнекесем пичетлесе кăларнă. Çак сăваплă ĕçе çамрăкрах тĕпчевçĕсем малалла тăсса пыраççĕ. Чăваш халăхĕн ăс-хакăл мулне пухса ырă ята чăннипех тивĕçнĕ ĕçчен вăл - Геннадий Никандрович Волков академик, педагогика наукисен докторĕ, профессор, ученăй-этнопедагог.
Вăл 1927 çулхи октябрĕн 31-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре кун çути курнă. Чăн чăвашăн ырă кăмăлне, ĕçченлĕхне, тĕнче ăслăлăхĕн шайĕнчи шухăшлав хăюлăхне куратпăр эпир унра. Унăн ал çырăвĕсем, кĕнекисем теçетки-теçеткипех. Мĕн кăна çук-тăр унта: йăла-йĕрке, ваттисем каланă сăмахсем, пехил-халал таврашĕ, чăваш тумĕ-çумĕ, ĕçни-çини, туйĕ-çуйĕ, эрешĕ, сăмах çаврăнăшĕ. Пурне те каласа та пĕтерейрес çук. Ара, ĕмĕр тăршшĕпех пухнă вăл çак мула. «Умри ĕçе пăрахсах кунне-çĕрне пĕлмесĕр кирлисене çыраттăм, вулаттăм...», - каласа паратчĕ пире студентсене аслă вĕрентекенĕмĕр.
Çапла вăл этнопедагогика текен çĕнĕ наука пуçарса яраканĕ пулса тăнă. Пур халăхăн та хăйне евĕр интереслĕ культура. Вăл мĕнлерех вырăнта авалтан еплерех менталитетлă çынсем пурăннинчен нумай килет. Ĕлĕк-авалхи мăн асатте-асаннесен халăх вĕрентĕвĕнче мĕн ырри-кăмăлли пурине тĕпе хурса вара хальхи çамрăксене вĕрентмелли çинчен калакан этнопедагогика науки пурри кашни халăх ăсчахĕсемшĕн тата педагогсемшĕн чăн савăнăç. Çакна уйрăмах Алтай, Тыва, Саха (Якути), Бурятин халăхĕсем тивĕçлĕ хак панă. Геннадий Никандрович нумай-нумай çул хушши вĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçленĕ. Тен, çавăнпа та пулĕ халăхсен хушшинче ирттерекен «Волков вулавĕсем» наукăпа практика конференцийĕ чăн малтанах çав регионсенче пулса иртнĕ. Халĕ çав конференцине, вăй илсе кайнă май, кашни çулах ирттерсе пыма йышăннă. Кăçал вара вăл, пиллĕкмĕш хут, Чăваш Республикинче иртрĕ. Унăн теми: «Этнопедагогические доминанты в образовании XXI века: проблемы, поиски, решения».
Кам кăна килсе çитмерĕ-ши асамлă Чăваш çĕршывне: Раççейри тĕрлĕ регионсенче пурăнакан чăвашсем, вырăссем, тутарсем, çармăссем, калмăксем, якутсем, пушкăртсем тата ытти нумай халăх. Вĕсен хушшинче Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатран килнĕ профессор та пулчĕ. Пурте вĕсем наукăпа тĕпчев ĕçĕпе ĕçлекен, çитĕнекен ăру тăван халăх культурине хисеплесе, юратса ÿстĕр тесе тăрăшакан патриотсем, аслă педагогăмăр Геннадий Никандрович Волков вĕренекенĕсем тата унăн ĕçне малалла тăсса пыраканскерсем. Пурте харпăр-хăй тăван культурине, юрри-ташшине чунтан юратакан çынсем пулчĕç. Вĕрентÿ тата наука ĕçĕн тĕрлĕ ыйтăвĕсене сÿтсе явнипе пĕрлех, пĕрисем ташша маçтăр пулчĕç, теприсем юрăсем шăрантарчĕç, хăшĕсем вара халăх музыка инструменчĕсемпе каласа тыткăнларĕç.
Конференци виçĕ кун ĕçлерĕ. Пĕрремĕш кунхине хаклă хăнасем Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 500 çул çитнĕ май халалланă паркра чăваш акатуйĕнче пулса савăнчĕç, чăваш йăли-йĕркисемпе паллашрĕç. Иккĕмĕш кунхине вара ĕç-пуç И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пулса иртрĕ. Малтанах университет ректорĕ Б.Миронов конференцин чыслав пайне уçрĕ. Унтан пухăннисене Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ В.Иванов тата асăннă университетри Г.Н.Волков академик ячĕпе хисепленекен этнопедагогикăн наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕ Л.Кузнецова саламларĕç.
Уйрăмах Мускавран килнĕ чăвашсен делегацине палăртса хăварас килет çакăнта. Чылайăн килнĕ вĕсем: делегаци пуçлăхĕ «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» кĕнекесен ярăмĕн авторĕ Г.Викторов, И.Николаев профессор тата ытти те. Вĕсем пур регионсенче те çамрăксене патриотизмла воспитани парас енĕпе анлă ĕçлеççĕ, час-часах шкул ачисемпе тĕл пулусем ирттереççĕ.
Г.Викторов кĕнекисен хушшинче «Другим я уже не буду...» («Урăхла халь тин эпĕ пулаймăп») кĕнеке пур. Ăна автор Геннадий Никандрович Волков академике халалланă.
Нумай-нумай аса илÿсем, саламлă сăмахсем, ăшă савăнăç куççулĕ пулчĕç конференци малалла тăсăлнă май, çавра сĕтелсем хушшинче. Кану вăхăчĕсенче пурин те университетăн тĕрлĕ музейĕсенче пулса курма тÿр килчĕ. Тĕслĕхрен, илер-ха, пирĕн ентеш, педагогика наукисен кандидачĕ Д.Егоров йĕркеленĕ Аннесен мухтавĕн музейне. Йĕри-тавра ытарайми анне сăнарĕ, мухтава тивĕç хĕрарăмсем. Геннадий Никандрович Волков та тĕл пулусенче яланах амăшне тата асламăшне, вĕсен ырă сĕнÿ-канашне аса илетчĕ. Хăйĕн наука ĕçĕсенче те вăл вĕсен сăмахĕсемпе вĕрентсе çыратчĕ.
Çапла вара виççĕмĕш кунхине аса илÿсем хăнасене академикăн тăван ялне Аслă Елчĕке илсе çитерчĕç. Ялĕ инçе, çапах çав тери илемлĕ. Пысăк, таса, ял варрипе юхан шыв тата асамлă кĕпер чуна тыткăнларĕç. Халăхĕ кунта тарават, маттур, сăпайлă. Геннадий Никандровича пурте чунтан юратни, хисеплени пур енчен те палăрчĕ. Елчĕкрен килнĕ артистсем юрри-ташшипе конференцине уйрăм илем кÿчĕç. Ун хыççăн хаклă хăнасем урамри йĕри-тавралăхпа паллашрĕç. Геннадий Никандрович унтан та кунтан утса пынăн туйăнчĕ пире. Çак илемлĕ вырăнсем илĕртнĕ-çке ăна халăхăн ăс-хакăлне аталантарас çул çине тăма!