03 ноября 2012 г.
Вĕрентекенсене халалласа мĕн чухлĕ сăвă-юрă, тĕрлĕ хайлавсем çырман-ши? Тĕлĕнмелле те мар - пурте эпир шкул витĕр тухатпăр, хăшĕ-пĕри ăна лайăх паллăсемпе пĕтерет, теприсем япăхрах вĕренеççĕ, апла пулин те тĕрлĕ шайра пулсан та пĕлÿ илеççĕ.
Ахальтен мар вырăссен паллă поэчĕ А.Пушкин хăйĕн вилĕмсĕр «Евгений Онегин» сăвăлла романĕнче XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнчех çапла çырнă: «Пурте эпир кăштах вĕреннĕ ăна-кăна вăй çитнĕ чуль...» Чăн та наука «чулне» пурте пĕр пек «кăшлаймаççĕ», çакăн патне ытларах та ытларах ачана илсе пырас тесен чунра педагог пулсах çуралмалла. Вĕсенчен пĕри вăл - Кивĕ Вăрмарта пурăнакан Любовь Павловна Петрова.
Чи пуçламăшĕнче - эпĕ вĕрентекенсем пирки нумай ырă сăмахсем каланă, калаççĕ терĕм, анчах ятарлă ырă сăмахсене пур педагог та тивĕçеймест.
Çавăнпа та 2004 çулта Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Любовь Павловнăна ятарласа панă Тав çырăвĕнчи сăмахсем унăн педагогикăри професси шайне кĕскен те уçăмлăн уçса параççĕ пулĕ тетĕп. Акă мĕн çырнă унта: «Эсир хăвăрăн пĕтĕм вăй-халăра, пĕлÿпе ăсталăхăра ачасем Тăван çĕршыва юратакан, уйрăмах пысăк саспаллипе çыракан «Çын» сăмаха тивĕçлĕ гражданин пулса ÿсчĕр тесе паратăр. Обществăра çемье пĕлтерĕшĕ питĕ пысăккине тĕп вырăна хурса çак енĕпе уйрăмах тимлетĕр...» Вĕренÿ ĕçĕпе, вăл енĕпе тунă çитĕнÿсем çинчен кунта каламан-ха, анчах пĕтĕмпех йĕркипе.
Любовь Павловна Петрова 1957 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетне пĕтернĕ, 1979 çулта Кавал шкулĕнче математика учителĕ пулса ĕçлеме тытăннă.
Унтан районти вĕрентÿ пайĕнче методист, Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулта математика учителĕ, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ, районти вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ пулса тăрăшать. Юлашки çулсенче Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул директорĕ пулнă.
Любовь Павловна пур ĕçе те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Çакна унăн вĕренекенĕсем çулсерен туса пынă çитĕнĕвĕсем те çирĕплетеççĕ. Вĕсем район, Республика, Раççей шайĕсенче пĕрре кăна мар палăрнă. 2003 çула кăна илер-ха. Математика енĕпе иртнĕ «Кенгуру» вăйă конкурсра республикăра пĕрремĕш вырăна икĕ вĕренекен тухма пултарнă (ун чухне вăл Кивĕ Вăрмар шкулĕнче ĕçленĕ). Пĕрремĕш шкула ертсе пынă вăхăтра мĕнле-мĕнле конкурссенче кунта вĕренекенсем лауреат ятне тивĕçмен-ши;
Хăйĕн вĕренÿ шайне ÿстерсе пынисĕр пуçне - 2006 çулта вăл аслă категориллĕ учитель, руководитель ятсене тивĕçнĕ - тĕрлĕ методика ĕçĕсем çырса хатĕрленĕ.
Ĕçне кура хисепĕ. Любовь Павловна та нумай наградăсене тивĕçнĕ. Хăшĕ-пĕрисене кăна асăнар. 1996 çулта ăна «Халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ» паллă парса чысланă, 2001 çулта Чăваш Республикин Хисеп грамотине тивĕçнĕ, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин Тав çырăвĕпе те хисеп тунă ăна. Шăп та лăп çуралнă кун Л.Петровăна республикăри Вĕрентÿпе наука ĕçченĕсен профсоюз комитечĕ Хисеп грамотипе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Тав çырăвĕпе тата ятран паракан сехетпе наградăланă.