03 ноября 2012 г.
Алран кайми аки-сухи,
Асран кайми атти-анни,
Аки-сухинчен уйрăлас çук,
Ать-аннене, ай, манас çук...
Çак сăмахсенчен пуçланать яланах Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн анлă ларăвĕ.
Ку хутĕнче Чăваш Республикин малаллахи аталанăвĕшĕн çунакан кăвар чĕреллĕ чăвашсем Мăн Канаш ларăвне К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пуçтарăнчĕç. Ăçтан кăна пуçтарăнман пулĕ кунта чăваш диаспори: Тюмень, Пенза, Мурманск облаçĕсенчен, Тутар, Пушкăрт республикисенчен, Белоруссирен тата ытти нумай регионсенчен. Вăрмар районĕнчен те 10 çынран тăракан делегаци пулчĕ. Вĕсен шутĕнче Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов, культура, спорт тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ И.Дмитриева, Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Алексеева, Кĕлкеш шкулĕнче ÿнер тата тăван ен культурине вĕрентекен С.Романова, Тикаш шкулĕн ÿнер учителĕ Ю.Чернов тата ыттисем те.
Малтанах хăнасем чăваш артисчĕсен юрри-кĕввипе киленчĕç, выставкăри илемлĕ ал ĕçĕсемпе, чăваш кĕнекисемпе, энциклопедийĕсемпе паллашрĕç.
Мăн Канаш ларăвне Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Г.Архипов уçрĕ. Вăл хăйĕн докладне «Эпир пурте пĕр тĕмрен - чăваш çеçкинчен» ят панă. «Пĕтĕмĕшле лару-тăрăва улăштарма вăхăт çитнĕ ĕнтĕ, - тет Геннадий Николаевич, - халăхăмăра çăлса хăвармалли ятарлă, патшалăхăн тĕллевлĕ программи кирлĕ. Вăл чĕлхе саккунне пурнăçлама тунă программа пек хут çинче кăна ан пултăр. Тăван халăхăмăрăн чун ыратăвне, ăна мĕнле сиплемеллине Мускавсем ăçтан пирĕнтен лайăхрах пĕлĕç-ха? Ăçта пирĕн Аттил паттăрлăхĕ, мăнаçлăхĕ, Пăлхар патшалăхĕн хăвачĕ! Кам чăрмантарать пире И.Яковлевăн, Н.Никольскин, Г.Волковăн ăс-хакăл туприпе усă курма;»
Геннадий Николаевич шкулти уроксем пирки те чарăнса тăчĕ. «Шкулсенче программа тăрăх юрă урокĕсене вырăсла кăна ирттермелле. Чăваш халăхĕн чуна пырса тивекен юррисем çук-ши; - тет вăл. - Эпир ку ыйтупа ятарлă конференци ирттертĕмĕр. Малашне программăра 50 процента яхăн чăвашла юрăсем вĕрентмелли пирки министерствăпа калаçса татăлтăмăр. Кашни шкулта ачасем фольклор коллективĕсене йĕркелемелле. Фольклор ушкăнĕнче юрласа ÿснĕ шкул ачи тăван культурăна юратакан, пĕлекен, чунпа йышăнакан çын пулĕ».
Нумай-нумай ыйту-хурав пулчĕ ларура. Чăвашлăхшăн тăрăшакансем, вĕсен шăпипе пăшăрханакансем пур-ха пирĕн. Тĕслĕхрен, М.Карягина журналист, ЧНК пĕрремĕш президенчĕ А.Хусанкай, В.Кузьмина артистка, В.Станъял ăсчах, ЧНК ĕçтăвкомĕн председателĕ К.Портнов тата ытти те...
Уйрăм сăмах Г.Н.Волков академик çинчен. Вăл уçнă наукăн-этнопедагогика мелĕсемпе çемьере, ача сачĕсенче, шкулсенче, вулавăшпа культура керменĕсенче анлă та тулли усă курмалла пирĕн. Геннадий Николаевича тĕнче пĕлнĕ, унăн вĕрентĕвне йышăннă, ун умĕнче пуç тайнă. Çавна шута илсе ĕнтĕ Г.Волков академик палăкне Шупашкарта тата унăн тăван Аслă Елчĕк ялĕнче лартма йышăннă, ятарлă йĕркелÿ комитечĕ тунă, пулăшас шухăшлисене валли счет уçнă.
Çавăн пекех лару хыççăн хăнасем халăх уявне - театрализациленĕ «Хĕр сăри» - курса киленчĕç.