03 ноября 2012 г.
Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ кунта тĕпленсе пурăнакан Иван Петрович Петров шкултан вĕренсе тухсан хăйĕн ĕç биографине «Ленинский» совхозра рабочи профессийĕнчен пуçланă.
«Пур ĕçе савсан ят-сум та пулĕ сан», - тени ун пирки каланă пекех туйăнать. Нумай организацисенче ĕçленĕ май çакна хронологи йĕркипе палăртар-ха. 1966 çулта вăл, водитель удостоверенине илнĕскер, рабочисем хушшинчи Вăрмарти «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче ĕçлет. Çул çитнĕ май çав çул вĕçĕнчех çар ретне тăрать. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласа таврăннă хыççăн хăй çар умĕн суйласа илнĕ профессипе - водитель пулса - «Урмарский» совхозра вăй хурать. Тепĕр çултан ăна выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен бригадăн бригадирĕ пулма уйăрса лартаççĕ, 1970-1972 çулсенче парти шкулĕнче вĕренет. Ун хыççăн ăна Вăрмарти сĕт-çу завочĕн директорĕ пулма çирĕплетеççĕ. Пĕр хушă механизациленĕ куçса çÿрекен çул-йĕр колоннинче механик, прораб пулса тăрăшать, 1980-1981 çулсенче Вăрмарти çул-йĕр строительствин участокне ертсе пырать.
Ял хуçалăх профсоюз комитетĕнче (çулсем иртнĕ май унăн ячĕ те улшăнса пынă) малтан секретарь, каярах председатель ĕçĕнче тимлет. 1987 çултан каллех Вăрмарти сĕт-çу заводне ертсе пынă.
Пенсие тухнă пулсан та Иван Петрович ахаль лармасть - Федераллă казначейство Управленийĕн Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи уйрăмĕнче хурал начальникĕ. Ĕçне пĕлсе те яваплăха туйса пурнăçласа пынипе пуçлăхсем те кăмăллă. Çемьере вĕсем мăшăрĕпе ачисемшĕн, час-часах килсе çÿрекен мăнукĕсемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Çакă вĕсем шăкăл-шăкăл калаçса пурăннăран та килет пулĕ.