31 октября 2012 г.
Районти Спорт çуртĕнче предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсем мини-футбол енĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн, вăл çав шутрах физкультурăпа спортăн II Спартакиадин шучĕпе те иртет, мала тухассишĕн тупăшнă. Тупăшусене 5 команда хутшăннă: РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн Вăрмарти управленийĕ, райадминистрацин, «Иванов В.А.» хресчен (фемер) хуçалăхĕн, «Уют» тулли мар яваплă обществăн, Ачасемпе çамрăксен Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕн командисем хутшăннă - малти вырăнсене Пенси фончĕн, (I-мĕш), «Иванов В.А.» хресчен (фермер) (II-мĕш), «Уют» тулли мар яваплă общество (III-мĕш) спортсменĕсем йышăннă.