31 октября 2012 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
ЧР строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ В.Громов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерни, граждансене ишĕлме пултаракан çуртсенчен куçарни çинчен пĕлтернĕ. Паянхи кун тĕлне 4638 ветеран (шута илнĕ ветерансен пĕтĕмĕшле йышĕнчен 87,5 процент) пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă, çав шутра 2012 çулта - 834 ветеран. Кăçал тата 26 ветерана пĕр хут укçа тÿлевĕ илмелли свидетельствăсемпе тивĕçтернĕ. Хальхи вăхăтра пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли черетре 624 ветеран тăрать. Çулталăк вĕçлениччен федераци бюджетĕнчен 22,739 млн тенкĕ килмелле. Çак укçапа 22 ветеран пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатĕ. Федерацин 2013 çул валли пăхнă бюджечĕн проекчĕпе Чăваш Республикине çак тĕллевпе тата 789,867 млн тенкĕ уйăрма пăхнă.
2012 çулта республикăн «Граждансене Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă ишĕлме пултаракан çуртсенчен куçарасси» адреслă программипе килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ 64 çуртран 535 гражданина (198 çемьене) пурăнмалли хăтлă çурт-йĕре куçарма палăртнă.