АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрнелĕх вăйлисене палăртрĕ

31 октября 2012 г.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ те ачасем пĕлÿ тĕнчин анлă сукмакĕпе утма тытăнчĕç. Пĕлÿ тĕнчи вăл – конкурссен, олимпиадăсемпе тĕпчев ĕçĕсен, интеллектуаллă вăйăсен тĕнчи.

Туптатпăр хамăрăн ăса,

Талантсене эпир кунта.

Кунран-кун, çултан-çул

Аталанатпăр çак шкулта.

Октябрь уйăхĕнче Пысăк Енккасси шкулĕнче пуçламăш классен эрнелĕхĕ пулса иртрĕ. Эрнелĕхĕн тĕп тĕллевĕ: ачасен ăс-тăнне, пултарулăхне аталантарасси, вĕсем хушшинчен мал ĕмĕтлисене уйăрса илесси, ачасем хушшинчи туслăха çирĕплетесси, илеме курма вĕрентесси.

Çак тĕллевсене шута илсе пуçламăш классенче тĕрлĕ мероприятисем туса ирттертĕмĕр. Тĕслĕхрен, «Çут çанталăка пĕлекенсем», «Математика ярмăркки» конкурссем, математикăпа вырăс чĕлхи, литература вулавĕн олимпиадисем. Олимпиадăра çак ачасем палăрчĕç: Л.Захарова, Л.Дорожкина, Д.Павлов (3 класс); А.Трофимов, Н.Солодовников, А.Лютикова (2 класс). «Ылтăн кĕркунне» ÿкерчĕксен, аппликаци, спорт вăййисен конкурсĕсенче 1-мĕш вырăнсене – В.Михайлова, М.Федорова (1 класс), Е.Гаврилова (2 класс), Д.Егоров (3 класс) тухрĕç. Çавăн пекех «Усăллă тата сиенлĕ апат-çимĕç çинчен», «Кайăксем – пирĕн туссем» класс сехечĕсем, «Чи ăсли», «Юмах калейдоскопĕ», «Юмах çулĕсемпе» викторинăсемпе интеллектуаллă вăйăсем ирттертĕмĕр. Çак мероприятисем ачасен пĕлĕвне, пултарулăхне хакламалли пĕрремĕш утăм кăна-ха. Вĕренекенсем малашне регион тата Раççей шайĕнче иртекен конкурссене те хутшăнма ĕмĕтленеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика