31 октября 2012 г.
Ачасен тавра курăмне аталантарас, пултарулăхне ÿстерес тĕлĕшпе Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулта тĕрлĕ конкурссем яланах ирттереççĕ. Иртнĕ кунсенче 5-7 классенче вĕренекенсем «Кĕрхи бал» конкурса хутшăнчĕç. Зала кĕрхи тум тумлантарнă, кĕрхи вăрмана кĕнĕ пекех туйăнать. Ачасем 2 ушкăна пайланса ăмăртусене хутшăнчĕç. Кĕр парнисенчен хатĕрленĕ ал ĕç ăсталăхĕн конкурсĕнче ачасем тĕрлĕ фантазиллĕ ĕçсем тума пултарни курăнчĕ. Кĕркунне çинчен тĕрлĕ юрăсем юрлассипе те тупăшрĕç, икĕ ушкăнĕнчи ачасем пур юрра та питĕ янăравлă шăрантарчĕç. Тупмалли юмахсем тупсăмĕсене тупассипе 5-6 классенче вĕренекенсене çитекенни пулмарĕ, тупмалли юмахăн çуррине пĕлсен тепĕр çуррине тĕрĕс тупассине питĕ хăвăрт тĕшмĕртеççĕ вĕсем. Пĕр сăмахри сас паллинчен темиçе сăмах тăвассипе 7-мĕш класра вĕренекенсем маттуртарах пулчĕç. Кĕркунне темипе çырнă сăвăсен авторĕсене пĕлме те йывăрах пулмарĕ вĕренекенсемшĕн. Икĕ ушкăнĕнчи ачасем те ку конкурсра питĕ маттур пулчĕç. Пантомима туса кăтартма та пĕлеççĕ вĕренекенсем. Ку конкурс чи интересли пулчĕ.
Çĕнтерÿçĕсене палăртма çăмăлах пулмарĕ. Апла пулин те 5-6 классенче вĕренекенсем 1-мĕш вырăна тивĕçрĕç. «Чи хастаррисем» ята вĕсене пачĕç. 7-мĕш класра вĕренекенсем «Чи ăслисем» ята тивĕçрĕç. Куракансем те çак конкурспа питĕ кăмăллă пулчĕç.