АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕн черетлĕ çитĕнĕвĕ

31 октября 2012 г.

Юлашки вăхăтра Вăрмар боксерĕсем пысăк ÿсĕмсем тăваççĕ.

Бокс енĕпе СССР Тĕнче класлă спорт мастерĕн, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн, Мехикăри Олимп вăййисен (1968 ç.) чемпионĕн Валериан Соколовăн çулĕпе каякансем йышлансах пыни савăнтарать. Спортăн çак енне аталантарас тĕлĕшпе Вăрмарти «Алмаз сапаланчăкĕсем» спорт клубĕн ертÿçи спорт мастерĕ Г.Николаев хатĕрлекен спортсменсем пултаруллă.

Октябрĕн 18-20-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкар хулинче Чăваш Республикин бокс енĕпе физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Д.Игнатьева асăнса турнир ирттернĕ. Кунта та Вăрмарти «Алмаз сапаланчăкĕсем» клубра ăсталăха туптакан Игорь Николаев спорт мастерĕ (тренерĕ Г.Николаев), 64 килограмм таякан виçерисем хушшинче виçĕ тытăçура мала тухса турнирта пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Малалла ытти ăмăртусем, эппин, пулччăр тата çитĕнÿсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика