31 октября 2012 г.
И.Лисаевăн «Чире парăнма çуралман» хайлавĕнчи тĕп сăнар çапла калать: «Этеме ура мĕншĕн туса панă? Утма». Апла пулсан эпир утма та, чупма та пултаратпăр. Çакна çирĕплетекен тĕслĕх - октябрь варринче - Пысăк Енккасси шкулĕнче иртнĕ спартакиада. Спартакиадăн тĕп тĕллевĕ - ачасен спортри çитĕнĕвĕсене уçса парасси, ытларах сывлăх пирки шутласси. Ăмăрту мини футболпа иртрĕ, унта районти пилĕк шкул хутшăнчĕ. Çанталăкĕ ăмăрлă пулни те çамрăк спортсменсен кăмăлне хуçмарĕ. Хăйсен чăтăмлăхĕпе, тÿсĕмлĕхĕпе, çине тăнипе çак ăмăртура палăракансем те пулчĕç. Çĕнтерÿçĕ командăсем шутĕнче: Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул (1-мĕш вырăн), Пысăк Енккассисем (2-мĕш), Энĕшпуç шкулĕ - 3-мĕш. Ăмăртура палăрнă шкул ачисем çеç мар, пур шкул ачи те çĕнтерÿçĕ тесе калас килет. Çумăрлă çанталăка пăхмасăр хăйсен чун çирĕплĕхне, чăн-чăн спортсменăн ăнтăлăвне кăтартрĕç.