АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ылтăн кĕркунне» пуçтарчĕ ачасене

31 октября 2012 г.

Энтриялĕнчи «Пуçламăш шкул - ача сачĕ» муниципаллă бюджет вĕрентÿ заведенине паянхи кун тĕлне 23 ача çÿрет. Кĕçĕн ушкăнра - 10, аслă ушкăнра 13 ача пĕлÿ пухать.

Энтрияльсĕр пуçне кунта çывăхри тепĕр тăватă ялтан ачасене ашшĕ-амăшĕсем хăйсен шучĕпе илсе çÿреççĕ. Çакă Г.Григорьева директора пăшăрхантарать, Галина Анатольевна вĕсене воспитанипе вĕренÿ центрне илсе килме уйрăм автобус уйăрас ыйтăва пĕрре кăна мар çĕкленĕ, хальлĕхе вара ку енĕпе уçăмлăх çукрах. Темле пулсан та çак пысăках мар коллективра ачасене воспитанипе пĕлÿ парас тата вĕсене уявсемпе савăнтарас тĕлĕшпе Г.Павлова, Н.Васильева, Н.Леонтьева, Т.Иванова, И.Михайлова воспитательсемпе вĕсен пулăшуçисем, С.Павлов музыка ертÿçи тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Акă çак кунсенче кунта вĕсем йĕркеленипе «Ылтăн кĕркунне» уяв иртрĕ. Кĕр пахча çимĕçпе пуян, çавăнпа та çак мероприятие те кĕр мăнтăрĕпе çыхăнтарнă. Хăйсем тата ашшĕ-амăшĕсем хатĕрленĕ тĕрлĕ çимĕç тумĕсене тăхăннă ачасем тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç, юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç. Хăйсен тĕпренчĕкĕсен пултарулăхне курма ашшĕ-амăшĕсем те йышлăн пухăннă. Вĕсем те ачисемпе пĕрлех хумханчĕç те, савăнчĕç те. Уяв питĕ кăмăллă та çÿллĕ шайра иртрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика