АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шанчăклă мел

31 октября 2012 г.

Грипп вирус çын организмне сывлăш çулĕсем урлă нÿрĕ тумламĕсемпе тата тусан пайĕсемпе кĕрет.

Гриппа чирлĕ çын сыввисемшĕн малтанхи 3-4 кун уйрăмах хăрушă. Сывалсассăн та чир вирусне ыттисене ертме пултарать.

Грипп эпидемийĕ пынă вăхăтра хÿтĕленмелли чи шанчăклă мел – вакцинаци. Вакцинаци туса ирттернĕ хыççăн çирĕпленнĕ иммунитет çак чиртен шанчăклă хÿтĕлет. Акă полиомиелит, дифтери, хĕрлĕ шатра йышши инфекцисенчен массăллă вакцинаци туса ирттернĕ хыççăн хăтăлма май пулнă. Раççейре гриппа ытларах 6 çулчченхи ачасем, 60 çул урлă каçнă çынсем, шала кайнă чирсемпе чирлекенсем, сиплев учрежденийĕсенчи медицина персоналĕ, транспорт, вĕрентÿ, халăха пулăшу паракан сферăсенче ĕçлекенсем аптăраççĕ.

Гриппа кĕрешме пулăшакан вакцинăпа 60 çул ытла усă кураççĕ ĕнтĕ, унăн хăрушсăрлăхне чăннипех те çирĕплетнĕ. Апла пулин те хăш чухне вакцина сиен кÿрет тесе пĕлтернисем тĕл пулаççĕ. Вакцинаци хыççăн пуç, шăм-шак ыратни, вăйсăрлăх пулма пултарать, кĕлетке температури 37,5 градус таранччен ÿсет. Инъекци янă вырăнта ÿт хĕрелет, кăшт шыçать, çакă 1-2 кунтан иртсе каять. Вакцинаци тăвиччен тухтăра хăвăр малтан чирлсе ирттернĕ пур чирсемпе те, аллерги пулăмĕсемпе паллаштармалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика