АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăç таврана илем кÿрет

31 октября 2012 г.

Тăван ялăн кашни çырми-çатри, уй-хирĕ, çăл куçĕсем, йывăçсем пурте питĕ çывăх. Анчах та ял илемне çĕнетсе йĕркелесе пымасан вăл юхăнса пырать. Пирĕнтен кашниех çак сăваплă ырă ĕçе хутшăнсан ял илемлĕрех, тирпейлĕрех пулĕччĕ.

Йывăç лартасси мĕн ĕлĕкренпех чи сăваплă ĕçсенчен пĕри шутланать. Çак ырă йăласене тĕпе хурса Эçпепесем машинăпа-трактор паркĕпе Эçпепе ял хушшинчи çул хĕррине юр лартасран 600 тĕпе яхăн çăка, чăрăш лартса хăварчĕç. В.Иванов пуçарнипе, Канаш лесничествин тĕп лесничийĕ, Ю.Емельянов пулăшнипе, Г.Иванова йĕркеленипе «çÿлтен» хушмасăрах çак пархатарлă ĕçе тума пултарчĕç. Çак ĕçе 30 çынна яхăн хутшăнчĕç. Тăвай район питомникĕнчен йывăç тĕмĕсене Н.Туймедов, В.Иванов, Ю.Емельнов, М.Артемьев, П.Ложкин кăларса килчĕç. Йывăç тĕмĕсене лартнă çĕрте И.Федорова, Н.Александрова, А.Иванова, С.Тимофеева, И.Константинова, Э.Иванова, В.Емельянова, И.Григорьев, П.Ложкин, В.Борьков, хастар хутшăнчĕç. Çак ĕçрен ачасем айккинче тăрса юлманни савăнтарать. К.Беспалов, Т.Селихова, Д.Иванова, В.Григорьева пысăккисемпе танах ĕçлерĕç. Çав кунах Эçпепесем башньăран килекен ял çумĕнчи шыв пăрăхĕн кранĕ юсавсăррине пула ял тăрăх шыв юхса выртнине асăрхарĕç. «Çÿлтен» хушасса кĕтмесĕрех çийĕнчех юсама тытăнчĕç. Ку ĕçре вара В.Денисов, Н.Дайрукин, В.Яковлев хастар хутшăннă. Вĕсем ялти тÿлевсĕр ĕçрен пĕрре те айккинче пăрăнса юлмаççĕ. Эçпепесем пĕрремĕш хут кăна мар ĕнтĕ тĕрлĕ ĕçсем хăйсен вăйĕпех туса ирттереççĕ.

Нумаях пулмасть икĕ ял хушшинчи шыв башнине юсанă çĕрте 25 çын вăй хучĕ. Башньăна ял халăхĕнчен пухнă укçапа тĕпрен юсарĕç.

Тумалли ĕçсем ялта татах та нумай. Пĕрле тăрăшсан «çÿлтен» пулăшу пулсан ял пурăнать. Утăм хыççăн утăм тусан йывăр урапа малалла каясса шанатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика