27 октября 2012 г.
Юрий Петрович Васильев Вăрмарти автотранспорт предприятийĕнче 1988 çултанпах автобус водителĕ пулса тăрăшать. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 24 çул. Предприятире Ю.Васильев чи опытлă та профессионаллă водительсенчен пĕри. Ĕç вăхăтĕнче хăйне лайăх енчен кăна кăтартать, ĕçе чунтан пурнăçлать, пассажирсем те унпа яланах кăмăллă. Çакна унăн пассажирĕсем хăйсем çирĕплетеççĕ. Юрий Петрович коллективра та сумлă, ĕçтешĕсем умĕнче те хисепре. Хăйне çирĕплетсе панă автобуса та вăл типтерлĕ тытса тăрать. 24 çул хушшинче пĕрре те çул-йĕр правилисене пăсни пулман унăн. Çапла пĕрре кăна мар Хисеп хучĕсемпе парнесене те тивĕçнĕ водитель. 2003 çулта Ю.Васильева «Аварисĕр ĕçленĕшĕн 3 степеньлĕ», 2012 çулта «Аварисĕр ĕçленĕшĕн 1 степеньлĕ» паллăсене парса чысланă.
Юрий Петрович Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿссе çакăнтах тĕпленсе пурăнать. Мăшăрĕпе, Ольга Васильевнăпа, вĕсем хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Çемьере те ăна мăшăрĕпе ачисем чунтан юратаççĕ, хисеплеççĕ. Малашне те Юрий Петровичăн çулĕ тап-такăр, тип-тикĕс пултăр.