АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăлтăр çумăрĕ çурĕ тейĕн

27 октября 2012 г.

Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнчен сахал мар паллă спортсмен тухнă - Зоя Миролюбова (хĕрарăм çăмăл атлетсенчен районти пĕрремĕш спорт мастерĕ), Татьяна Титова тĕнче класлă спорт мастерĕ, Татьяна Петрова (Архипова) (Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ)...

Кăçал вара Карăкçырма ялĕшĕн çăлтăр çумăрĕ çуса иртрĕ тейĕн. Татьяна Петрова-Архипова Лондонри XXX Олимп вăййисен çăлтăрĕ пурне те хăйĕн спортри çитĕнĕвĕпе савăнтарчĕ. Пур Раççей, Чăваш Ен çыннисемпе пĕрле чунра мăнаçлăх çуратрĕ. Аслă Британири ăмăртусен çулăмĕ сÿнсе пăчланма кăна ĕлкĕрнĕччĕ, унтан XIV паралимп вăййисен çулăмне чĕртрĕç. Ăмăртăвăн малтанхи кунĕсенчех Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенчен тĕревпе хускану енчен сусăр çăмăл атлетсем хушшинче Шупашкарти Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, çĕршыв, тĕнче чемпионки Елена Иванова ылтăн медаль çĕнсе илнине пĕлтĕмĕр. Каярахпа унăн пухмачĕнче тепĕр 2 ылтăн медаль вырăн тупрĕ. Хаçат страницисенче пултаруллă спортсменкăна, илĕртÿллĕ савăк кăмăллă хĕре пуринчен малтан Карăкçырмасем палласа илчĕç. Ара, Лена кукашшĕ ялне тăтăшах килсе çÿренĕ. Кукашшĕпе пĕртăван Çумкка пиччепе Элекçей пиччĕшĕ хĕрачана хапăл тунă. Виççĕмĕш сыпăкри аппăшĕпе Олесьăпа, Майя йăмăкĕпе уйрăмах туслă çыхăну тытаççĕ. Олесьăпа (Çумкка пиччен мăнукĕ) пĕрле Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче вĕреннĕ, пĕр пÿлĕмре пурăннă. Канмалли кунсенче Карăкçырма çамрăкĕсемпе ялти Культура çуртĕнчи ташă каçĕсене хутшăннă. Юлташĕсене вăл хăйĕн тавракурăмлăхĕпе, çивĕч ăс-тăнĕпе, илем тĕнчине туйма пĕлнипе тĕлĕнтернĕ. Сăмах май, Ленăн амăшĕ, Наталья, Шупашкарти музыка училищине пĕтернĕ, халĕ Мускав хулинче ĕçлесе пурăнать. Юрă-кĕвĕ тĕнчи те апла пулсан уншăн ют мар. Пĕлĕвне ÿстерсех пырать. Хальхи вăхăтра Санкт-Петербургри инженерипе экономика университечĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕренет.

Тăванĕсем патне килсен те Елена Иванова ял уй-хирĕсем, Ирчеккей кати тата Этернер çырми тавра чупса Олимп сăрчĕсем çине хăпарма хатĕрленнĕ. Кукашшĕне, Петр Пантелеймоновича, мăнукне чĕрçи çинче вылятма тÿр килмен. Вăл пурнăçран уйрăлни чылай пулчĕ ĕнтĕ. Нумаях пулмасть Шупашкар хулинче çĕнĕ çемье тĕвĕленчĕ. Еленăпа Владимир Свиридов (Олимп вăййисен бронза призерĕ) ĕмĕр пĕрле пулма сăмах пачĕç. Карăкçырмари тăванĕсем пурте пĕрле пухăнса савăнчĕç, çамрăк мăшăра çирĕп сывлăх, юратупа телей сунчĕç.

Сентябрĕн 11-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Кремльте XIV Паралимп вăййисене хутшăннă нацин пĕрлештернĕ командин членĕсемпе тĕл пулу ирттернĕ, 37 атлета Туслăх орденĕпе наградăланă, вĕсен шутĕнче пирĕн ентеш Елена Иванова та.

Халиччен пĕр Олимпиадăра та Вăрмар тăрăхĕнчен тухнă çăмăл атлетсем бронза тата виçĕ ылтăн медаль çĕнсе илни пулман. Маттурсем эсир, сирĕнпе мăнаçланатпăр, малашне те пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр. (ред.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика