АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Дмитрий Иванов: «Çулталăкĕ çăмăл пулмарĕ, çапах та ял ĕçченĕ ал усмарĕ»

27 октября 2012 г.

Кашни çулах Раççейре ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне уявлаççĕ.

Раççей пысăк çĕршыв, çавăнпа та ĕççине вĕçлесси те тĕрлĕ тăрăхсенче тĕрлĕ вăхăтра пулса пырать. Çакна шута илсех ĕнтĕ кăçал Вăрмар тăрăхĕнчи çĕр ĕçченĕсене, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене Вăрмарти Культурăпа кану центрĕнче октябрĕн 30-мĕшĕнче чыслама йышăннă.

Ваттисем: «Çăкăр çинче тĕнче тăрать», - тенĕ. Этем çĕр ĕçĕпе ĕçлеме пуçланăранпах хресчен ĕçĕ чи пархатарли, çав вăхăтрах чи йывăрри пулса тăрать. Çавăнпа та çак професси уявĕ - иртен пуçласа каçчен уй-хирте, фермăсенче тăрăшакансене, продукцие тирпейлекенсене чыс туни. Ял ĕçченĕсем çулталăк хушшинче хывнă тÿпене те çак кун пĕтĕмлетеççĕ, çавăнпа та паян ытларах цифрăсен чĕлхипе калаçни вырăнлă пулĕ. Çапла вара районти пур категориллĕ хуçалăхсенче пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 9 уйăх хушшинче ял хуçалăх продукцийĕсене укçа-тенкĕпе шутласан ытларах туса илнĕ.

Ял ĕçченĕсемшĕн çулталăк çăмăл пулмарĕ. Кĕркунне акса хăварнă тĕш тырă культурисем 2714 гектар çинче (59 процент) юр хулăнăшĕ тачка пулнипе пĕтрĕç. Çакă ял хуçалăх продукцине туса илекенсене укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пысăк тăкак кÿчĕ. Çавна пулах çĕр ĕçченĕсен кĕске вăхăт хушшинчех çак лаптăксенче пĕтнĕ кĕрхи культурăсем вырăнне çурхисене акма тиврĕ. Йывăр пулчĕ пулсан та, пирĕн аграрисем хăйсен умĕнче тăракан тĕллевсене ăнăçлă пурнăçларĕç. Çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурисене 10838 гектар çинче (планпа пăхнинчен 106 процент) акса хăварма пултарчĕç, çапла вара асăннă культурăсем 12218 гектар çинче çитĕнчĕç. Кĕрхи культурăсем çанталăк условийĕсем начар пулнине пула пĕтнишĕн пĕлтĕрхи шая çитесси пулмарĕ.

Тухăç вăрлăхран та килет

Çакна шута илсе кăçал тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен элитлă вăрлăхне 565 тонна туяннă, вăл шутра пăрçапа вика - 27, çĕр улми - 9 тонна. Халĕ элитлă тĕш тырă культурисем район уй-хирĕнче 14,2 процент йышăнаççĕ. 1500 тонна минераллă удобрени туяннă, пĕр гектар пуçне 60 килограмм хывса хăварнă. Районта çулсерен çĕр улми лартас лаптăксене ÿстерсе пыраççĕ. Кăçал ăна 1509 гектар çинче лартса хăварнă. Ку - планпа пăхнинчен 105 процент. «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче çĕр улмие 290 гектар çинче лартса çитĕнтернĕ. «Захаров А. И.» - 118, «Иванова О.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче çак культурăна 125 гектар çинче ÿстерсе çитĕнтереççĕ. Асăннă хуçалăхсем çак культурăн лаптăкĕсене çулсерен ÿстерсе пыраççĕ. Вĕсене лартас, ÿснĕ вăхăтра тĕрлĕ ял хуçалăх ĕçĕсем туса ирттерес, кăларса пухас тĕлĕшпе çĕнĕ техникăпа усă кураççĕ.

Пур категориллĕ хуçалăхсенче 3637 гектар çинчен 68,7 пин тонна çĕр улми пухса кĕртнĕ. Ку планпа пăхнинчен 105,8 процент, гектартан илнĕ вăтам тухăç - 188,9 центнер. Г.Ямуков хресчен (фермер) хуçалăхĕнче вара пĕр гектартан илнĕ тухăç 328 центнерпа танлашнă.

Районĕпе 25,8 пин тонна тĕш-тырă çапса илнĕ, пĕр гектартан вăтам тухăç 21,1 центнерпа танлашнă. Гектартан чи пысăк тухăç «Ямуков Г.Н.» (30 центнер), «Иванов В.А.» (25,8), «Федоров Ю.Б. (26,8), «Сапаркин А.Г.» (25,2) хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, «Передовик» (25), «Вăтам Энĕш» (24) тулли мар яваплă обществăсем туса илнĕ. Хăш-пĕр лаптăксенчи тухăç 40-45 центнерпа танлашнă.

Чăваш Ен Раççейре хăмла ÿстерес енĕпе чи малти вырăнсенче пулнă. Пĕр вăхăтра çак кăтарту чылай чакрĕ, анчах «Агроресурсы» акционерсен уçă общество пуçарулăх кăтартнипе хăмла плантацийĕсен лаптăкĕ, тухăçлăхĕ те ÿссе пырать.

Хăмлана районти пур категориллĕ хуçалăхсенче 26 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, пĕтĕмпе «симĕс ылтăн» тухăçĕ 380 центнерпа танлашнă. Çакă планпа пăхнинчен 107 процент пулать. Гектартан илнĕ вăтам тухăç - 14,6 центнер. Чи пысăк тухăç «Агроресурсы» тулли мар яваплă обществăн - вĕсем пĕр гектартан 17,2 центнер туса илнĕ, пĕтĕмĕшле 344 центнер типĕтнĕ хăмлана халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене ăсатаççĕ. Танлаштарма - çак кăтарту 2011 çулхипе илсен - 102,4 процент. Çĕр улмипе хăмла туса илес ĕçре çитĕнÿсем тунă пулсан, пахча çимĕç культурисене çитĕнтерес енĕпе кăтартусем япăхрах. Кăçал çак культурăсене 164 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, пĕр гектартан илнĕ тухăç 230,6 центнерпа танлашнă, пĕтĕмпе 3785 тонна пахча çимĕç пухнă.

Пусă çаврăнăшĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси

Халĕ пушă выртакан çĕрсем районта 3062 гектар йышăнаççĕ, ытларахăш пайĕ - Кавал, Пысăк Енккасси, Пинер, Кĕлкеш ял тăрăхĕсенче. Патшалăх енчен 50 процентлă субсиди панă пулсан та пушă выртакан çĕрсен 366 гектарне çеç пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем уйрăмах тав сăмахне тивĕçлĕ. Йывăрлăхсем пулчĕç пулин те, мăйракаллă шултра выльăхпа кайăк-кĕшĕк йышне упраса хăварма пултартăмăр. Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти пур категориллĕ хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 10 пин те 64 пуçпа танлашнă, çакă пĕлтĕрхи вăхăтрипе танлаштарсан 0,4 процент ытларах. Сыснасен йышĕ те 6,1 процент ÿснĕ, 8537 пуçа çитнĕ. Сурăхсен йышĕ 16337, пĕлтĕрхи кăтартуран 12,2 процент пысăкрах. Кайăк-кĕшĕксен йышĕ вара уйрăмах ÿснĕ - 38 процент таран: асăннă тапхăр тĕлне вĕсен йышĕ 247501 пуç. Аш-какай туса илесси те 5,6 процент ÿснĕ. Çакă «Вăтам Энĕш» (45,7 процент), «Нюша» (16) тулли мар яваплă обществăсенче, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществинче (3,7) уйрăмах курăмлă пулнă.

Кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче 6 миллион та 215 пин çăмарта туса илнĕ, ку пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 10,1 процент нумайрах. «Урмарская» хуçалăхра çак кăтарту 16,7 процент ÿснĕ. Сĕт туса илессипе пĕлтĕрхи шая тухаймарăмăр, çакна шута илсе кăçал ял хуçалăх предприятийĕсем выльăха хĕл каçарма кирлĕ курăма 1,5 хут ытларах хатĕрленĕ.

Ял хуçалăхĕнчи кризис пулăмĕсене пĕтерес тĕлĕшпе патшалăх та пĕлтерĕшлĕ пулăшу парать. Федераци тата Республика бюджечĕсенчен 39 миллион та 925 пин тенкĕ уйăрнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев çине тăрса «Лукойл» акционерсен уçă обществипе, «Ульяновскнефтепродукт» акционерсен хупă обществипе алла-аллăн тытăнса ĕçленипе ял хуçалăх ĕçĕсем ирттерме çăмăллатнă майпа çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянма май пулчĕ. Март-сентябрь уйăхĕсенче çак çăмăллăхпа усă курса илнĕ 897 тонна топливо районти ял хуçалăх предприятийĕсене 7 млн тенкĕ перекетлеме май пачĕ.

Паянхи кун пирĕн умра тăракан тĕп тĕллевсенчен пĕри - хуçалăхсен производствине модернизацилесе малалла аталантарасси, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртесси. ЧР Правительстви пулăшса пынипе кĕске вăхăт хушшинчех ял хуçалăхĕнчи машинăпа трактор паркне çĕнетме палăртнă. Юлашки пилĕк çул хушшинче ял хуçалăхĕнче производство енĕпе ĕçлекенсем 179 млн тенкĕлĕх ял хуçалăх техники туяннă, çав шутран 159 млн тенкĕлĕх лизингпа, кредит енĕпе илнĕ.

Приоритетлă наци проекчĕсем те пурнăçланаççĕ. «АПК аталанăвĕ» проект пурнăçа кĕме тытăннăранпа районти уйрăм хуçалăхсем - 3808 çын 644 миллион та 591 пин тенкĕлĕх кредитсем илнĕ, кăçал кăна 586 çын 114 миллион та 170 пин тенкĕлĕх кредитлă пулнă. «2013 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн пурнăç условийĕсене лайăхлатма пур шайри бюджетран та укçа уйăраççĕ.

Ялта пурăнакан çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсене те федерацин тĕллевлĕ программипе пулăшу параççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика