АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ вулакансем!

20 октября 2012 г.

Паян, октябрĕн 20-мĕшĕнче, эсир ЧР информаци политикипе массăллă коммуникаци министерствин «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн 10 пинмĕш номерне алла илетĕр. 81 çула яхăн вăл районта тата ун тулашĕнче пурăнакан чылай çынсем патне палăртнă вăхăтра çитсе тăрать. Çулĕ унăн çак тапхăрта пĕрре те çăмăл пулман. 1931 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче пĕрремĕш номерĕ «Трактор» ятпа тухнă. Вăрмар райкомĕпе райĕçтăвкомĕн тата райпрофсоветăн органĕн ячĕпе тухнă вăл. Каярах, 1938 çулта хаçат паянхи «Хĕрлĕ ялав» ятпа тухма тытăнать.

Çулсем иртеççĕ, анчах хаçат хăйĕн вулаканĕсене районăн, çĕршывăн нумай енлĕ пурнăçĕпе паллаштарсах тăрать, кун-çул уттинчен юлман, пĕрре те юласшăн мар. Çакна эпир çирĕп тытса пыратпăр. Пур пулăма та объективлă çутатса пама тăрăшатпăр. Лартнă тĕллеве пурнăçлама редакци ĕçченĕсемсĕр пуçне хаçатпа тачă çыхăну тытакан В.Цыфаркин, В.Нарсов, И.Криков, Н.Скворцова, А.Иванова, П.Порфирьев, Л.Агапова, Н.Иванов, С.Корнилова (Романова), В.Алексеев, А.Хованский, З.Илларионова тата ытти обществăлла корреспондентсем те пысăк тÿпе хываççĕ. Районти тĕрлĕ шкулсенче вĕренекенсем те хаçат ĕçне курăмлă витĕм кÿреççĕ. Е.Силерова, А.Леонтьева, К.Михайлова, М.Алексеев тата ытти шкул ачисем те хаçат ĕçĕнче курăмлă витĕм кÿреççĕ. В.Христофорова, Г.Прокопьева, З.Моисеева, Е.Соборова, Е.Шурри хайлавĕ-сăввисем хаçат номерĕсене илемлетеççĕ.

Хаçатра нумай çул хушши тĕрлĕ должноçсенче ĕçленĕ В.Андреева, Н.Васильева, А.Хованские, В.Афиногенова, И.Иванова, В.Миронова, Н.Николаева, А.Беловăна, А.Николаевăна хăйсен пысăк тÿпине хывнăшăн, çамрăксене ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçлама вĕрентсе хăварнăшăн тав тăватпăр. Малашне те хаçата вулакансем те, пирĕн патне çырса тăракансем те пĕрле пулар. Пултарулăх ĕçĕнче сире çитĕнÿсем сунатпăр, çемьере, çывăх çыннăрсем хушшинче килĕшÿ пултăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика