АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕ курăмлă

20 октября 2012 г.

Районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕсем: РФ Президенчĕн В.Путинăн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи 596-606 номерлĕ Хушăвне пурнăçлас енĕпе Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем умĕнче тăракан задачăсем çинчен, çамрăк çемьесене çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама патшалăх пулăшăвĕ парасси, Чăваш Республикинче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси.

Информаци кунĕ шайĕнче пирĕн района ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Комитечĕн председателĕ П.Краснов ертсе пыракан ушкăн килсе çитнĕ. Ушкăн йышĕнче Чăваш Республикин конкурентлă политикăпа тата тарифсемпе ĕçлекен Патшалăх службин ертÿçин заместителĕ Р.Лебедева, ЧР Шалти ĕçсен министерствин оперативлă шырав пайĕн начальникĕ В.Комаров пулнă.

Шăпах çак кун район администрацийĕн ларусен залĕнче республикăра иртекен «Чăваш Ен - тăлăхсемсĕр» автокараван акцин 3 тапхăрĕ иртрĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ К.Никитин тата ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Комитечĕн Председателĕ П.Краснов çак автокараван участникĕсемпе тĕл пулчĕç. «Чăваш Ен - тăлăхсемсĕр» автокараван çул-çÿревĕ çак маршрутпа пулнă: Шупашкар хули - Вăрмар поселокĕ - Чулкас ял тăрăхĕ, Тăвай ялĕ - Шупашкар хули. Унăн хутшăнаканĕсем - ЧР вĕрентÿ министерствин Психологипе реабилитаци тата коррекци центрĕн специалисчĕсем - ачасене усрава, опекăна илнĕ ашшĕ-амăшĕсемпе, тăлăха, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнă ачасемпе ĕçлекен специалистсемпе тĕл пулнă. Автокаравана хутшăнакансем ачасене усрава илнĕ çемьесене çитсе курнă, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр, тăлăха юлнă ачасемпе «Эпир пĕрле!» психологи тренингне ирттернĕ, çак ачасене комплекслă пулăшу парассине сÿтсе явнă.

Информушкăн членĕсем амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене парассипе иртнĕ савăнăçлă мероприятие те хутшăннă. Районти тата тепĕр 7 çемье çак документа тивĕçрĕç. Акă вĕсем:Энĕшпуçĕнчи Максимовсем, Чупайĕнчи Зарубинсем, Вăрмар поселокĕнчи Сергеевсем, Федоровсем, Викторовсем, Арапуçĕнчи Петровсем, Кивĕ Шулханти Павловсем.

Район администрацийĕнче иртнĕ çак мероприятисем хыççăн информушкăнсем Вăрмар хула, Аслă Чак, Пысăк Енккасси, Энтрияль ял тăрăхĕсем тăрăх саланса кайрĕç, унти халăхпа тĕл пулчĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Комитечĕн Председателĕ П.Краснов, район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин Вăрмарти газ участокне çитсе кунти ĕç коллективĕпе тĕл пулса калаçнă. Тĕл пулăва Куславкка район пуçлăхĕ - «Чувашсетьгаз» АУО «Козловкамежрайгаз» филиалĕн директорĕ А.Ларионов хутшăннă. Ĕçлĕ ушкăн «ОВАС» çĕвĕ фабрикин производствипе, ĕçĕ-хĕлĕпе «ОВАС-СПОРТ» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ А.Немцев урлă паллашрĕ. Ун хыççăн информаци ушкăнĕ «Урмарская» КСО хăпартакан Некрасов урамĕнчи 27 хваттерлĕ çурта çитсе курчĕ. Çак организацин генеральнăй директорĕ Н.Зайцев кунти строительство ĕçĕсемпе, çак çуртри хваттерсене еплерех социаллă программăсемпе усă курса туянма май пуррине ăнлантарса пачĕ. Çавăн пекех официаллă çынсем Кавалти культура çуртĕнче иртекен юсав ĕçĕсемпе паллашрĕç. Паянхи кун тĕлне культура çуртне газификацилес ĕçе пурнăçланă, çывăх вăхăтра кунта газ çунма пуçламалла. Çак ял тăрăхĕн халăхĕ тăрăшнипе хăпартма пуçланă чиркÿ строительствипе кăсăкланмасăр чăтаймарĕç вĕсем.

Пысăк Енккасси, Энтрияль. Çак ял тăрăхĕсенче ЧР ШĔМĕн оперативлă шырав пайĕн начальникĕ В.Комаров, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Н.Павлов пулнă. Вĕсем Пысăк Енккассинчи ял тăрăхĕн администрацийĕнче, модельлĕ библиотекăра пулса кунти лару-тăрупа паллашрĕç. Çак ял тăрăхĕнче çĕрпе ĕçлекенсем сахалрах, çавна кура ял тăрăхĕн бюджетне кĕрекен тупăш та пĕчĕк. Ял тăрăхĕн администрацийĕн çуртне, библиотекăна, культура çуртне хутса ăшăтма укçа-тенкĕ çитмест. Ĕçлĕ ушкăн çынсемпе тĕл пулса калаçас тĕллевпе Шăплатри библиотекăра та пулчĕ. Шăплатсене ытларах аслăрах классенче вĕренекен ачасене шкула çитерес ыйту канăçсăрлантарать. Пысăк Енккассинчен килекен автобуса кунти шкул ачисем вырнаçмаççĕ. Çавăнпа та хăшĕ-пĕрисен çуран Урнарти шкула çÿреме тивет. Пысăк Енккассинчи шкула каякансен те чарăну вырăнне самаях утмалла, Шăплата çитмелли çул ытла та чăнкă пулнине кура автобус Пăртас чарăнăвне кăна çитет. Энтриялĕнчи ача сачĕ - пуçламăш шкулта та çакăн йышши ыйтусемех канăçсăрлантарчĕç ял халăхне. Энтрияль ял тăрăхĕнчи ачасем те Пысăк Енккассинчи шкула вĕренме çÿреççĕ. Шкул автобусĕ яла кĕмест, çавăнпа та ачасен чарăну вырăнне çитес тесен нумай автомашина çÿрекен çулпа утма, унăн урлă каçма тивет. Ашшĕ-амăшĕсем шкул автобусне яла кĕмелле тăвасшăн. Малашне кун кĕскелсе пынă май питĕ хăвăрт тĕттĕмленет, çул çинче вара темĕнле хăрушлăх та пулма пултарать.

ЧР ШĔМĕн оперативлă шырав пайĕн начальникĕ В.Комаров ялсенчи лару-тăрупа паллашнă май полицин участокри уполномоченнăйсен ĕçĕпе интересленчĕ, криминаллă лару-тăру енĕпе пирĕн район лăпкăрах пулнине палăртрĕ.

Аслă Чак. Чăваш Республикин конкурентлă политикăпа тата тарифсемпе ĕçлекен Патшалăх службин ертÿçин заместителĕ Р.Лебедева, район администрацийĕн строительствăпа обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А.Тихонов ял тăрăхĕн администрацине,культура çуртне, фельдшерпа акушер пунктне, Çемьене тата ачасене социаллă пулăшу паракан реабилитаци центрне çитсе курчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика