17 октября 2012 г.
Раççейĕн Айăплава пурнăçлакан федераллă службăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн Шупашкарти юсанса тÿрленмелли арçынсен 4-мĕш колонийĕнче тĕрĕслев ирттернĕ май уголовлă исполнительнăй законодательствăна пăснине тупса палăртнă.
2012 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче Р. айăпланакана сентябрĕн 7-мĕшĕнче пĕрремĕш сменăна ĕçе тухманшăн штраф изоляторне хупнă. Айăпланакан пурăнакан отряд начальникĕ пуçтарнă тĕрĕслев материалĕсем тăрăх çакă паллă: Р. айăпланакан 2012 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа станочник пулса ĕçлет, ăна 17 хутчен айăпланă, 7 хутчен штраф изоляторне хупа-хупа лартнă. Айăпсене сирмелли пĕр çăмăллăх та паман. РФ Уголовлă исполнительнăй законодательствăпа килĕшÿллĕн айăпланакан ĕçе тухманни колонири йĕркене киревсĕррĕн пăхăнманни пулать. Апла пулин те ăна йĕркене киревсĕррĕн пăсакан тесе йышăнман, отряд начальникĕ ку ыйтăва пăхса тухман.
Саккуна пăснă çак тĕслĕхсĕр пуçне тĕрĕслев вăхăтĕнче айăпланкансем пурăнакан камерăра çитменлĕхсем тупса палăртнă. Кунта мачча нÿрĕ тăрать, çакă вара айăпланакансен сывлăхне сиен кÿрет.
Çак çитменлĕхсене пĕтерме, айăплисене явап тыттарма колони пуçлăхĕ ячĕпе представлени тăратнă.