АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă Чак е Пайпах?

17 октября 2012 г.

(Малалли. Пуçламăшĕ 104 (9998) номерте).

Истори анлăшĕнче Пайпах ят Комсомольски районĕнчи ял ятĕнче çеç сыхланса юлнă, ытти çĕрте вăл манăçнă. Чăвашсене тĕне кĕртнĕ хыççăн Пайпах ята чиркÿ кĕнекисене çырман, çавăнпа çуралнă ачана çавăн пек ят ( е хушамат) пама пăрахнă. Чак (ă) чип-чиперех упранса пурăнать, паллах, ял ячĕсенче кăна.

1. Аслă Чак – Большие Чаки.

2. Кĕçĕн Чак – Малые Чаки.

3. Нарат Чакки – Тогаево (Сĕнтĕрвăрри районĕ).

4. Анат Чакă – Полевое Чекурово (Патăрьел районĕ).

5. Кивĕ Чак – Старое Чекурское.

6. Çĕнĕ Чакă – Новое Черкурское – Тутарстан Республики, Çĕпрел районĕ.

Асăрхăр: «Тăлăх хире кайса ялсем йĕркелекенсем хăйсем ăçтан куçса килнине палăртса Чекура сăмаха упраса хăварнă, вырăсла çыру хучĕсенче çав ята çыртарнă. (Населенные пункты Чувашской АССР. 1917-1881 годы. Справочник– Ч., 1981).

Маларах эпир В.Д. Димитриевăн «Материнские селения...» кĕнеки çине таянса Аслă Чак ялĕ амăш ялĕ пулнине, Çĕрпÿ уесне йĕркеличчен Сĕве уесне, Ĕсмĕл вулăсне(Чекурская) кĕнине çирĕплетнĕччĕ.Сĕве уесĕнче тăракан ялсем чылай пысăк лаптăка Сĕвепе Кĕтне шывĕсенчен пуçласа Çавал таранах йышăннă. Ялĕсенчи халăха Хусан ханлăхне парăнтарсанах çырса тухнă. Чăвашсемпе Сĕве хулин вăйпучĕпе Хусан Керменĕн Приказĕ хуçаланнă: хырçă – куланай тÿлеттерме, патшалăх валли тĕрлĕ ĕçе явăçтарма (хула-крепоçсем тума, вăрман касма, чул кăларма, çулсем тума тата ытти те).

Уесри ялсене вулăссем тăрăх уйăрса тухнă. Ялсене тытса тăма Хусан ханлăхĕ вăхăтĕнчех палăрнă çĕрпÿсене, вунпÿсене, мăрсасене, турхансене хушнă.

Ахăртнех , Чак ялĕн пуçламăшне XIV ĕмĕр вĕçĕнче шырамалла. (Чувашия, история и культура, 62 стр)

«Сĕнтĕрвăрри районĕнче амăш ялĕсене йĕркелекенсем чылайăшĕ Хусан енчен куçса килнĕ чăвашсем, Пăлхар кнеçĕ Хасан Улу Мухамед Кивĕ Хусана 1438-1445 çулсенче тытса илсен вĕсем Хусан хыçĕнчен çармăс вăрманĕсене куçса кайнă. Çав тăрăхра лайăх çĕрсем пулманнипе Атăлăн сылтăм енне каçса Çавалпа Энĕш тăрăхне пырса тухнă», - пĕлтерет Н.И.Егоров профессор.

Вăрмар тăрăхĕнчи ялсен кун-çулне тĕпченĕ И.Алендеев çапла çырать: «Улу Мăхамит Кивĕ Хусана çĕнсе илсен Хусан хыçĕнче пурăннă пăлхар-чăвашсем (вĕсене удмуртсем «бигер-пăлхар», марисем «суас-чăваш» тенĕ) çармăс вăрманĕсене тарса каяççĕ. Анчах кунта, вăрманлă-шурлă çĕрсенче, хăйăрлă тăпра çинче тыр-пул çитĕнтерме меллĕ пулман. Çавăнпа та чăвашсем, çармăс вăрманĕсене пăрахса, Атăлăн сылтăм çыранне, «Хура енне» каçаççĕ те Çавалпа Энĕш хушшинчи çĕрсем çине пырса лараççĕ. Малтан вĕсем, тĕпрен илсен, хальхи Сĕнтĕрвăрри районĕн территорине пырса тухнă. Унтан вăрман ăшне шалтан-шала кĕрсе пырса, Энĕш шывĕ патнех çитнĕ, Энĕш çыранĕсем тăрăх ларса тухнă. Энĕш тăрăхĕнче чăвашсен икĕ юхăмĕ хирĕç пулнă. Пĕр енчен, Сĕве тăрăх килсе тухнă чăвашсем Ара шывĕн сулахай юпписем тăрăх Энĕш еннелле пынă (Тупах ялĕ), тепĕр енчен, çармăс вăрманĕсенчен тухса Атăл урлă каçса килнĕ чăвашсем Сĕнтĕрвăрри енчен Энĕш çине килсе тухнă (Кинчер, Энтрияль, Вăрманкас, Чак ялĕсем). («Хĕрлĕ ялав», 15,06. 1989 çул).

Маларах эпир Чак ятлă ялсем темиçе те пулнине каланăччĕ. Ял ячĕсем пĕрешкел пулни вĕсем пĕр кăкран тухнине, тăванлине пĕлтермест-ха. Авалхи ялсене çав-çав ялтан уйрăлса тухса ларнă тесе çирĕплетме тарăн тĕпчев кирлĕ. Шел, вун тăваттăмĕш ĕмĕрчченхи çыру палăкĕсем çукки ура хурать. Халăх халапĕсемпе топонимсем истори вăрттăнлăхне ăнланса илме пулăшаççĕ. «Çĕр кĕнекине» (Н.И.Егоров терминĕ) вуласан нумай пĕлетпĕр. Чак ялĕн малтанхи вырăнĕ – Кив çурт çырми таврашĕнче. Каярахпа çынсем темĕнле сăлтава пула çак вырăна пăрахаççĕ те хальхи ял тăрăхне куçса лараççĕ. Халăх халапĕ çак пулăма çапла ăнлантарать: «Ахплат паттăрăн икĕ ывăл пулнă тет. Хăй ватăлса çитнипе унта-кунта тухса çÿрейми пулнă тет. Хăйне пăхăнса тăракан чăвашсен пурнăçне йĕркелесе тăма ытларах аслă ывăлĕ Пайпах пулăшнă, кĕçĕнни Чак кил-хуçалăха йĕркелесе тытса тăнă, ватă ашшĕне пăхнă. Хусан ханĕсем валли хырçă-куланай пухса ăсатассипе Пайпах чăрсăртарах пулнă-мĕн, тепĕр чухне халăха хĕстерсе те илнĕ. Кăра çилĕллĕ Пайпаха çынсем питех килĕштермен, Чака уçă та çемçе кăмăлĕшĕн юратнă. Йăх пуçĕ Ахплат паттăр вилсен ял-йыш ăна ялтан инçех мар сăртра тирпейлесе пытарать. Ашшĕ ывăлĕсене тăван халăха хÿтĕлеме, уншăн тăрăшма пиллесе хăварнă. Çавна асра тытнă та Чакпа Пайпах. Йышланса пыракан йăх валли çĕнĕрен те çĕнĕ çĕрсем кирлĕ пулнă. Йĕри-тавра сĕм вăрман кашласа ларнă, вĕсене касса-хăртса акма юрăхлă тумалла, паллах, аякка кайса сапаланса-çухалса çÿремелле мар. Пĕччен шăпăр хуçăлать тенине асра тытнă Ахплат йăхĕ.

Пĕр каç кÿлĕм ирĕкре çÿрекен вăкăр киле таврăнмасть. Уçăлса çÿресе ывăнĕ те таврăнĕ-ха, тесе лăпланнă кил хуçисем. Иккĕмĕш каç та, виççĕмĕшĕнче те таврăнмасть вăкăрĕ, «Вăрă-хурах ашкăнчĕ-ши;», - тесе шырама тухса каяççĕ. Нумай утаççĕ-и, сахал – и, курах каяççĕ: вĕсен вăкăрĕ рехетленсе кăна курăк çисе çÿрет пĕр пысăк çырма тăрăх. Кунта вăрманĕ те сайрарах-мĕн, шывĕ те самаях тарăн, тÿремлĕхсем çырмаран тăсăлса каяççĕ те аяккалах саланаççĕ.

«Акă çак вырăна куçса килĕпĕр», - шутлаççĕ чăвашсем. Çапла тăваççĕ. Вĕсене çĕнĕ çĕре Чак ертсе килет. Пайпахсем тытăнса тăраççĕ-ха. Вĕсемшĕн Кивĕ çурт çырми хаклăрах та çывăхрах пек. Каярахпа вĕсем те, Чаксем лайăхрах та лайăхрах пурăннине кураççĕ те куçса лараççĕ вара». (Ф.Ф.Федоров учитель архивĕнчен).

Чаксем халичченех Кив çурт таврашне асăнса пурăнаççĕ, Ахплат сăртне Ахват мăкри теççĕ.

Энĕш тăрăхне чăвашсем килсе вырнаçиччен ку вырăнта сĕм вăрман кашласа ларнă. Халăха куçса çÿреме çут çанталăк хăйех çул кăтартнă: Атăла юхса кĕрекен шывсен çыранĕсем тăрăх пĕчĕк-пĕчĕк ялсем вырнаçмалăх тÿремлĕхсем те, уçланкăсем те тупăннă. Кунти вăрмансенче çармăссем сунарта çÿренĕ, йывăç хăвăлĕсенче пыл пухнă.

(Вĕçĕ çитес номерсенче).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика