АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕ йывăр, пĕлтерĕшĕ вара питĕ курăмлă

10 октября 2012 г.

Октябрĕн 5-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери Вĕрентекен кунĕнче, республикăра чылай савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Çĕрпÿри Культура çуртĕнче иртнĕ уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев та хутшăннă. Михаил Васильевич районти учительсене, педагогика ветеранĕсене, ашшĕ-амăшне, шкул ачисене чи çутă, чун-чĕрере ăшă, ырă туйăм çуратакан уявпа саламланă май пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, пысăк ÿсĕмсем суннă.

Вăрмар тăрăхĕнчи учительсене, шкул çулне çитмен тата хушма пĕлÿ паракан педагогсене, педагогика ĕçĕн ветеранĕсене те çак кун район центрĕнчи Культурăпа кану центрĕнче чысланă. Вĕсене профессиллĕ уяв ячĕпе район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ăшшăн саламланă.

«Районти вĕрентÿ заведенийĕсенче чăн-чăн профессионалсем ĕçлеççĕ, вĕсенчен чылайăшĕ хăйсен пархатарлă ĕçĕшĕн правительствăн тĕрлĕ шайри наградисене тивĕçнĕ. Категори шайне те çулран-çул ÿстерсе пыраççĕ, çавăнпах ĕнтĕ нумайрах та нумайрах шкул ачи олимпиадăсемпе конкурссенче çĕнтерет, лауреат ятне тивĕçет», - тенĕ хăйĕн саламлă сăмахĕнче район пуçлăхĕ М.Пуклаков.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин вара çакна палăртнă: «Учитель ĕçĕ чи пархатарлисенчен пĕри, анчах çав вăхăтрах чи йывăрри те, явапли. Кунран-кун эсир ÿсекен ăрăва тарăн пĕлÿ паратăр, тăван ене юратма, ваттисене хисеплеме, ырăпа усала уйăрма вĕрентетĕр. Çак ĕçсене тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пыма çирĕп сывлăх, тăнăçлăхпа чунри ырăлăх сунатăп».

Салам сăмахĕсем хыççăн уйрăмах палăрнă вĕрентÿ ĕçченĕсене Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе наградăланă. РФ вĕрентÿпе наука министерствин Хушăвĕпе килĕшÿллĕн, вĕрентекенсене вĕрентÿпе воспитани тĕлĕшĕнчен курăмлă çитĕнÿ тунăшăн çак наградăсене Л.Софронова (Кавал шкулĕнчи физика учителĕ), Ю.Иванова (Аслă Чакри пуçламăш классене вĕрентекен), Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти Ю.Давыдова (биологи учителĕ), М.Степанов (физкультура учителĕ), Е.Ефимова (Кĕтеснерти биологи учителĕ), «Солнышко» ача сачĕн заведующийĕ Т.Захарова, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн аслă методисчĕ З.Пуклакова тивĕçнĕ.

С.Аверьянова (Мăнçырма шкулĕнчи математика учителĕ), З.Дмитриева (Энĕшпуç шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет), Т.Гаврилова (Пинер шкулĕнчи музыка учителĕ) ĕçĕсене Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин наградисемпе хакланă. Унсăр пуçне вĕрентекенсен пысăк ушкăнĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн тата райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотисене, «Единая Россия» политика партийĕн Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика