10 октября 2012 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Муниципалитет заказчикĕсем тăлăхсем тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасем валли пурăнмалли çурт-йĕр тума (туянма) аукционсем ирттерни çинчен строительство министрĕ В.Громов пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх - 2012 çул валли республика бюджечĕн шучĕпе 158,01 млн тенкĕ уйăрнă, çавăн пекех федераци бюджетĕнчен 42,72 млн тенкĕ субсиди пама пăхнă. Федераци тата республика бюджечĕсен шучĕпе 2012 çулта 241 тăлăха пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерĕç.
Пирĕн районта 7 тăлăх ача валли çурт-йĕр туса пама е туянма аукционсем ирттернĕ, укçа-тенкĕ уйăрнă. Çулталăк вĕçлениччен Вăрмар поселокĕнчи - 5, Чупай тата Пысăк Енккасси ял тăрăхĕсенче пĕрер тăлăх ача пурăнмалли кĕтеслĕ пулĕç. Ытти районсемпе танлаштарсан çак кăтарту пысăк.