01 сентября 2012 г.
Цивилизаци вăл - газ тата лайăх çулсем. Чăваш Республикин ялĕсене газ кĕртмелли программа пур енлĕн пурнăçланчĕ. Хальхи вăхăтра чылайăшĕ пирĕнтен ăшă та хăтлă çуртра пурăнать, çемье чăмăртать.
«Чувашсетьгаз» акционерсен уçă обществин «Куславккамежрайгаз» филиалĕн Вăрмарти газ участокĕ кашни киле ăшă, хăтлăх кÿрет. 46 çынран тăракан коллектив районти пур ялсене те çут çанталăк газĕпе тивĕçтерсе тăрать.
«Хальхи вăхăтра районти 8450 кил çут çанталăк ырлăхĕпе усă курать. Унсăр пуçне кашни çулах 100-шер киле газ кĕртетпĕр. Кăçал акă Вăрмар поселокĕнчи Некрасов урамĕнчи çĕнĕ çуртсене çут çанталăк газĕ кĕртессипе чылай ĕçсем пурнăçланă», - терĕ газ участокĕн начальникĕ Николай Георгиевич Васильев хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май.
Кăçалхи ĕçсем те курăмлă. Сакăр уйăхра пурĕ -10 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă. Кашни çулах газ парса тăрассипе йĕркелекен пунктсене юсаса тăраççĕ. Çĕр айне хунă пăрăхсене кивелсе пынă май вĕсене çĕнетсе пыма та тивет кунти ĕçченсен. Газ пăрăхĕсене сăрласси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ коллектив членĕсем. Çанталăк кĕр енне сулăннă май, хăшĕ-пĕрисен газ кăмакисем те тăруках чĕрĕлмаççĕ, вĕсене вара газ хуçалăхĕн авари служби яланах пулăшма хатĕр. Ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ кунта. Н.Мишин слесарь, П.Константинов водитель, В.Иванов диспетчер (ÿкерчĕк çинче) хăйсен ĕçне пысăк пахалăхпа пурнăçласа пыраççĕ.
Авари службин автомашинине те çĕнĕ оборудованипе пуянлатнă. Пурлăхпа техника базине çирĕплетессипе те тĕллевлĕ ĕçлесе пыраççĕ асăннă участокра.
Пĕтĕмĕшле каласан кунти ĕçченсем çут çанталăк газĕпе çыхăннă ыйтусене пур енлĕн кĕске вăхăтра татса парас енĕпе, çынсен ырлăхĕшĕн тăрăшаççĕ. Пархатарлă та курăмлă ĕçе районта пурăнакансем тивĕçлипе хаклаççĕ, ырăпа палăртаççĕ.