АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорта юратакана çумăр хăратмасть

01 сентября 2012 г.

Лондонри XXX çуллахи Олимп вăййисен бронза призерĕн Т.Архипован çитĕнĕвĕпе хавхаланса тĕрлĕ спорт вăййисем иртеççĕ.

Пысăк Енккасси ял урамĕсен командисем хушшинче В.Гаврилов паттăр салтак-интернационалиста асăнса 2007-мĕш çултанпа иртекен VI-мĕш мини-футбол турнирĕ шăпах çак паллă пулăмпа пĕр килчĕ. Яра кунĕпех çумăр çуса тăни те футболистсемпе юратнă командисене çĕнтермешкĕн хавха кÿме килнĕ пускил каччи - хĕрне вуçех те пистермерĕ. Пилĕк урам команди хушшинче питех те çивĕч кĕрешÿре пурне те çĕнтерсе куçса çÿрекен кубока, пĕрремĕш вырăншăн паракан медальсемпе дипломсене пĕрремĕш хут Николаев урам командин футболисчĕсем тивĕçрĕç. Иккĕмĕш вырăна 2008-2009 çулсен çĕнтерÿçи Академи урамĕн команди йышăнчĕ. Çут урамĕн команди - турнирăн пĕрремĕш çĕнтерÿçи - ку хутĕнче пъедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарчĕ, 2, 3 степеньлĕ дипломсемпе медальсем çĕнсе илчĕ. Çамрăксен, 2010-2011 çулсен çĕнтерÿçисем, К.Маркс урамĕн командисем йăпану парнийĕсемпе лăпланчĕç.

Турнирта «Чи нумай мечĕк тапса кĕртнĕшĕн» паракан приза Çут урамĕн тапăнса выляканĕ А.Александров çĕнсе илчĕ. Хапхана «Чи шанчăклă хÿтĕлекен» ята М.Московкин (Николаев урамĕ) тивĕçрĕ. Сумлă парнесене ăмăртăва йĕркелесе ирттерсе яракансем, Викторăн пиччĕшĕсем, Анат Чаллăри «КамАЗ жилбыт» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ, хула Канашĕн депутачĕ В.Гавриловпа шыв коммуникацийĕн Санкт-Петербургри Патшалăх университечĕн Мурманск хулинчи филиалĕн директорĕ, вырăнти чăвашсен культура пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ, экономика ăслăлăхĕн кандидачĕ В.Гаврилов пачĕç. Çамрăксене Олимп çулĕнче ĕçре, вĕренÿре, спортра, кулленхи пурнăçра кĕреш юман пек çирĕп сывлăх, ăнăçупа телей, çитĕнÿсем тума Пысăк Енккассин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Смирнов, район администрацийĕн физкультурăпа спорт секторĕн ертÿçи Л.Агапова, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, Пысăк Енккасси шкул директорĕ Г.Архипова, ЧР Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, районти спортсменсем çинчен тĕплĕн тишкерсе кăларнă кĕнеке авторĕ, паллă журналист А.Хованский, Пысăк Енккасси вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, Лондонри Олимп вăййисен 3-мĕш призерĕн Т.Архипован пирвайхи тренерĕ, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ю.Архипов, районти «Дина» футбол клубĕн командин чи ăста выляканĕсенчен пĕри, вăлах ăмăртăвăн судйи, М.Васильев ырă-сывă пурнăç йĕркине сарас енĕпе турнир пуриншĕн те калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç. Владиславпа Валериан Гавриловсем юратнă шăллĕне асра тытнишĕн пурне те тав турĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика