01 сентября 2012 г.
Ачасене хăрушсăрлăх правилисене тытса пырса шкула турттарасси патшалăх шайĕнчи тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать.
Паянхи кун тĕлне районта 11 автобуспа 3 микроавтобус 449 ачана 39 ялтан тĕп шкулсене турттараççĕ.
Августăн 28-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнчи тĕп площадьре автобуссем техника тĕлĕшĕнчен мĕнле шайра пулнине район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов, ГИБДД пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ В.Кузьмин аслă лейтенант тĕрĕслерĕç. Вĕсем палăртнă тăрăх, ачасене турттаракан пур техника та юсавлă. Кăçал района 6 çĕнĕ автобус илсе килнĕ, вĕсене Вăрмар, Мăнçырма, Кĕлкеш, Энĕшпуç, Чупай, Кавал, Чулкас шкулĕсене панă.
Çакна та палăртма кăмăллă: пур автобуссене те Глонасс (GPS) системăсемпе тивĕçтернĕ. Çакă çулсем çинче инкек пулассине чакарать, ашшĕ-амăшĕ те ачисемшĕн лăпкă пулĕç. Ачасен сывлăхĕ ашшĕ-амăшĕсемшĕн чи пĕлтерĕшли. Çакна патшалăх шайĕнче малашне те пурнăçласа пырĕç.