01 сентября 2012 г.
Пур çын та хăйĕн ĕмĕрне ЗАГС системипе çыхăнмасăр ирттермест. Туй, ача çурални, ытти пулăмсем - пĕтĕмпех пирĕн урлă пулса пыраççĕ.
Çавăнпа та патшалăх тата муниципаллă пулăшу илес текенсен йышĕ пысăк, черечĕ те пур.
Ăна пĕтерес тесе ĕнтĕ Республикăри ЗАГС учрежденийĕ ача çурални, мăшăрланни, уйрăлни, çын вилни, ытти официаллă документсене электронлă вариантпа кĕске вăхăт хушшинчех хатĕрлесе çитерсе çĕршывăн пур кĕтессине те ярса пама программа хатĕрленĕ. Çакăн шутне çурални çинчен калакан иккĕмĕш е ытларах хут паракан свидетельствăсем те кĕреççĕ. Çакна «Росстелеком» акционерсен уçă обществипе ЧР Юстици министерстви, техника тĕлĕшĕнчен пулăшу паракан порталĕпе пĕрле ирттеретпĕр.
Çĕнĕлĕхпе граждансене тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе район администрацийĕн ЗАГС пайĕ августăн 23-мĕшĕнче 10 сехетрен пуçласа 12 сехетчен телефон урлă тÿрĕ лини ирттерчĕ. Акă Кивĕ Вăрмарти Р.Желтухина мăшăрлану йĕркипе кăсăкланчĕ, Ю.Казаковăна (Мăнçырма) ывăлĕ çурални пирки калакан свидетельствăна тепĕр хут илесси, М.Спиридоновăна (Арапуç ялĕ) ача регистрацилесси электронлă майпа мĕнле майпа пулса пыни канăçсăрлантарать. Пур ыйту çине те тулли хурав патăмăр.
Электронлă майпа çынсен ыйтăвĕсене татса пама май пурри çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакансене документсене килтен тухмасăрах илме май туса парать. Халĕ пĕр-пĕр документшăн пин-пин çухрăмран килсе çÿреме те кирлĕ мар.