АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйлисен шайĕнче

01 сентября 2012 г.

ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ - финанс министрĕ М.Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх Чăваш Ен федерацин харăсах пĕтĕм тĕнчери 2 рейтинг агентствинче рейтинглă пулнă 11-мĕш субъекчĕн йышне кĕнĕ. Акă пĕтĕм тĕнчери Fitch рейтинг агентстви Чăваш Республикине «ВВ+» шайра ют çĕршыв тата наци валютинче нумай вăхăтлăх рейтингсем панă. Çакă республика маларах Moody,s агентствăра илнĕ рейтингран пĕр картлашка çÿлерех. «Çакă питĕ пысăк кăтарту, мĕншĕн тесен рейтинг агентствисем халĕ, Европăра 2008 çулхи финанс кризисĕ каллех килме пултарас хăрушлăх пур чухне, хаклавсем тĕлĕшпе уйрăмах асăрхануллă. Ленинград тата Новосибирск облаçĕсен, Саха-Якути Республикин, Краснодар тата Красноярск крайĕсен те çавнашкал рейтингсемех. Вĕсем - экономика тĕлĕшĕнчен вăйлă регионсем, паян Чăваш Ен вĕсемпе пĕр шайра», - палăртнă М.Ноздряков.

Министр шухăшĕпе - хăйсен хаклавне палăртса авторитетлă рейтинг агентствисем республикăн промышленность производствин ÿсĕмне шута илнĕ. Вăл Раççейĕн вăтам шайĕнчен пысăкрах, налук тупăшĕсем кĕрессине ырă витĕм кÿрет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика