05 сентября 2012 г.
Районти пур шкулсенче те иртнĕ шăмат кун Пĕлÿ кунне халалласа савăнăçлă мероприятисем иртрĕç. Класс ертÿçисем ачасемпе спорт тематикипе çыхăннă занятисем ирттерчĕç. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен районти шкулсенче пурĕ 2562 ача вĕренет, пĕрремĕш хут парта хушшине 225 ача ларчĕ. Ялсенчен шкулсене 12 автобуспа (вĕсен шутĕнче 3 ГАЗель) 459 ачана турттараççĕ. Пурĕ 39 маршрут ĕçлет.
Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта вара сентябрĕн пĕрремĕшĕнче Лондонри çуллахи ХХХ Олимп вăййисен бронза призерĕ Т.Архипова пулчĕ. Пĕлÿ кунне Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерне, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн», «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» 2 степеньлĕ орден медалĕсене тивĕçнĕ, çак шкултан вĕренсе тухнă спортсменкăна пысăк йышпа чысларĕç. Физкультурăпа спортри çитĕнÿсем тунăшăн тата сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн 2012 çулхи августăн 9-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Т.Архиповăна «ЧР Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят панă. Савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн заместителĕ – «Урмарская» КСО АХО генеральнăй директорĕ Н.Зайцев, Т. Архипован пĕрремĕш тренерĕ Ю.Архипов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕсем, пай пуçлăхĕсем, районти вĕрентÿ учрежденийĕсен директорĕсем, шкулта вĕренекенсем хутшăнчĕç.
Константин Владимирович республикăра, районта пурăнакансем пурте Татьяна марафон чупăвне хутшăннă вăхăтра уншăн чунтан пăшăрханнине палăртрĕ, пысăк çĕнтерÿ ячĕпе тепĕр хут саламларĕ, малашне те ÿсĕмсем тума, сывлăхлă пулма сунчĕ. Вĕрентекенсемпе шкул ачисене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕ. Т.Архипован пĕрремĕш тренерне Ю.Архипова çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн, районти спорт тата физкультура аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн Тав хучĕпе наградăларĕ. Сентябрĕн пĕрремĕш кунне «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕ тата Пысăк Енккассинчи шкулта вĕренекенсем хăйсен музыка номерĕсемпе илемлетрĕç.
Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта уяв кунне район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров, ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн пуçлăхĕ И.Константинов, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин профсоюз комитечĕн председателĕ Г.Петров пулчĕç, учительсемпе вĕренекенсене сентябрĕн пĕрремĕшĕ ячĕпе саламларĕç.
Тикашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула çÿрекенсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе саламлама Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов килнĕ, район администрацийĕн ятĕнчен вăл шкулта повăрта ĕçлекен А.Федотовăна Хисеп хучĕпе, спорт шкулĕнчен физкультура учительне О.Мефодьева Тав хучĕпе наградăларĕ.
Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов та пурне те уяв ячĕпе саламларĕ. Пĕрремĕш урок «Олимп вăййисем» темăпа иртрĕ, унта пирĕн районтан тухнă Олимп вăййисен çĕнтерÿçисем, Т.Архипова çинчен каласа пачĕç.