АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн ентеш - чемпионка!

05 сентября 2012 г.

Лондонра иртекен XIV Паралимпиада пырать. Инвалидсен спорчĕ тĕнчере аталанса пынăран хальхи ăмăртусене те 164 çĕршыв командинчи 4200 ытла спортсмен хутшăнать. Вĕсем çăмăл атлетикăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртаççĕ.

Йĕрки вара çапла: кам мĕнле чире пула сусăрланнине шута илсе спортсменсем тĕрлĕ ушкăнра тупăшаççĕ. Командăсен хушшинчи кĕрешÿ те çÿллĕ шайра иртет.

Пирĕн çĕршыв чысне 183 спортсмен хÿтĕлет. Вĕсенчен пĕри - Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, 24 çулхи Е.Иванова. Пултаруллă çăмăл атлет Шупашкарти Олимп резервĕсен 1-мĕш ятарлă спорт шкулĕнче ăсталăха туптаса сахал мар çитĕнÿ тунă. Пĕлтĕр вăл тĕнче чемпионкин ятне çĕнсе илнĕччĕ. Кăçал çулла Елена Шупашкарта иртнĕ Раççей чемпионатĕнче 100 тата 200 метра чупассипе пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Паралимпиадăри стартсем Ивановăшăн 200 метра чупассинчен пуçланнă. Елена финиша пĕрремĕш çитнĕ. Пирĕн ентеш - чемпионка!

Республика ертÿçи М.Игнатьев хастар спортсменкăна чĕререн тав туса телеграммăпа саламланă.

Сентябрĕн 2-мĕшĕнче Паралимп вăййисенче Шупашкар спортсменки, 20 çулхи Анна Сорокина вара кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Тĕп хулари суккăррисен тата начар куракансен интернат шкулĕнчен вĕренсе тухнă хĕр сăнă ывăтас енĕпе ăмăртнă.

Спортсменкăн кăтартăвĕ - 38 метр та 79 сантиметр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика