05 сентября 2012 г.
Сентябрĕн 5-мĕшĕнче Чăваш çĕрĕн мухтавне çĕкленĕ çыннăмăр, тĕнче уçлăхне вĕçсе çаврăннă виççĕмĕш летчик-космонавт, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 83 çул çитнине паллă тумаллаччĕ. Питех те шел, пирĕн чаплă та мухтавлă ентешĕмĕр паянхи куна çитиччен пурăнса çитереймерĕ.
РСФСР халăх депутачĕ пулнă май Андриян Григорьевич суйлавçăсемпе тĕл пулма пирĕн района час-часах килсе çÿренĕ.
Чăваша космос таран çĕкленĕ çынна халалласа сентябрь уйăхĕнче республикăра çеç мар, пирĕн районта тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Вĕсен хушшинче библиотекăсенчи выставкăсем, асăну каçĕсем, электронлă презентацисем, шкулсенчи уçă уроксем, конференцисем, спорт ăмăртăвĕсем тата А.Николаев космонавтăн тăван ялне Шуршăла экскурсисем пулĕç.