29 августа 2012 г.
Çĕршывăн кăнтăр регионĕсенче сыснасен Африка чуми сарăлни пирĕн тăрăхра пурăнакансене те пăшăрхантарать. Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин Ветеринарипе фитосанитари надзорĕн Федераллă службин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертÿçин çумĕпе А.Андреевпа, «Вăрмар районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци» пуçлăхĕпе В.Александровпа тата ытти яваплă çынсемпе сыснасен Африка чумине хирĕç кĕрешмелли комплекслă мерăсем туса ирттермелли пирки канашлу ирттернĕ. Пирĕн районта 2011 çултах çак чир сарăласран профилактика ĕçĕсем туса ирттермелли плана çирĕплетнĕ. Унăн тĕллевĕ - чире илсе килессине, сарăлассине чарасси тата ăна пĕтересси.
2012 çулта районта сысна тытакан хуçалăхсенче санитари правилисене тытса пырас енĕпе хушма план йышăннă. Çавăн пекех пур ял тăрăхĕсене, организацисемпе предприятисене, учрежденисене чире çул памалла мар пирки уведомленисем ярса панă. Александр Борисович район администрацийĕн тĕп тĕллевĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем хушшинче ăнлантару ĕçĕсем ирттермеллине, ял халăхне çак чир пирки ăнлантарса паракан хутсене салатмаллине палăртнă. Çавăн пекех çакна та пĕлтернĕ вăл - асăннă чире хирĕç хальлĕхе нимĕнле вакцинаци те тума пулмасть, сиплеме те майсем çук. Чир сарăлассине чарса лартмалли пĕртен пĕр мел - чирлĕ сыснасене пĕтĕмпех тĕп тăвасси.
2007 çултан пуçласа Раççейри 26 регионта çак чире тупса палăртнă, 600 пин пуç сыснана пĕтернĕ, тăкак 30 млрд тенкĕпе танлашнă.
Т.ИВАНОВА.
ПĔЛМЕ:
Сыснасен Африка чуми хăвăрт ерекен инфекциллĕ чир шутланать. Ку вирус килти сыснасемпе хир сыснисене 24 сехетрен пуçласа 5 кун хушшинче тĕппипех пĕтерет. Пуçласа чире иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче Кăнтăр Африкăра тупнă. Çĕр çул хушши вăл питех хăйне палăртман. Африка чуми ветеринарсене 2007 çултанпа канăç пами пулнă. Çак чир çулран çул пĕр пек хăвăртлăхпа сарăлать - çулталăкра вăтамран 300-350 км яхăн. Лару-тăру çулсерен япăхланса пырать. Экспертсем чир-чĕр Воронеж, Белгород, Липецк, Курск тата Мускав облаçĕсенче, Мордва, Тутар тата Чăваш Республикисенче сарăлма пултарнине пĕлтереççĕ. Чир кирек ăçта, самаях йĕркеллĕ регионсенчен иртсе кайса тата кирек хăçан килсе тухма пултарать.