АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕçсемшĕн тав тăвать ял халăхĕ

29 августа 2012 г.

Шăхаль ял халăхĕн пурнăçне лайăхлатас, çĕнетес, çул-йĕрсене, кил-çуртсене юсас, газ кĕртес, пурлăх базине çирĕплетес тата нумай-нумай ытти ĕçсенче Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Семенов, «Шигали» хуçалăх ертÿçи, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А.Ульянов, ялти шкул директорĕ А.Мирошкина пĕр-пĕринпе килĕшÿллĕн ĕçлесе яла аталантарассипе тăрăшулăх кăтартаççĕ. Ялти Сарапайăн таса та тăрă çăл куç шывне 30-40 çул каярахах Шупашкартан килнĕ паллă ученăйсем тĕплĕн тĕрĕсленĕ. Анализсем çак шывра «Ессентуки» шывĕнчен кая мар сывлăха çирĕплетме чи кирлĕ минералсем пуррине палăртнă.

Сарапай шывĕнчен чиркÿ уявĕсенче Турă шывĕ мĕн авалтан хатĕрленĕ, халĕ те çаплах пырать. Ăна таврари ял-хуласене те иле-иле каяççĕ. П.Мартынов ялти чи нумай пурăннисенчен пĕри, çăл куçа чылайранпа тирпейлесе юсаса пынăччĕ. 100 çула кăштах кăна çитеймен Павел пичче халĕ пирĕнпе çук ĕнтĕ. Вăл сывă чухне - «Эсир мĕнле çакăн пек ватлăха çитнĕ тесен, - вăл тÿрех: «Ĕмĕр тăршшĕпе Сарапай çăл куçĕн шывне ĕçсе, ĕçлесе, çарран çÿресе пурăнтăм», - тетчĕ. Халĕ ун ĕçне тивĕçлипе ывăлĕ В.Мартынов тăсать. Мускаври ĕçне пăрахсах вăл тăван яла куçса килчĕ, ашшĕ-амăшĕн килне тирпейлесе, юсаса илем кĕртрĕ, Светлана мăшăрĕпе туслăн пурăнать, выльăх-чĕрлĕх усрать, пенсинче пулсан та хуçалăх ĕçне активлăн хутшăнать.

Сарапай çăл куçĕ патне кайма çĕнĕ кĕпер хыврĕç темиçе çул каярах. Халĕ çак кунсенче Н.Федоров, И.Николаев кÿршĕсемпе пĕрле Сарапай çăл куçне тĕпрен юсарĕç. Витресем лартмалли плитасем сарчĕç, кивелнĕ тимĕр 2 пăрăхне 3-4 метрлă пластмасса пăрăхĕсемпе улăштарчĕç, çăл куçне тасатса вĕсене пысăк чулсем купаласа çирĕплетрĕç, лармалли вырăнсем йĕркелерĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Семенов кирлĕ материалсемпе пулăшрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика