АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Асăрхануллă пулăр: ачасем!» операци

29 августа 2012 г.

Çул-йĕр правилисене çирĕп пурнăçласа пырасси кашни водителĕн, механизаторăн е çуран çÿрекенĕн таса тивĕçĕ. Анчах та пур чухне те асра тытатпăр-и-ха эпир çакна? Çук çав. Çавна пулах çул çинче аварисем пулаççĕ, çынсен пурнăçĕ татăлать.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Кăçалхи августăн 12-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 13-мĕшĕччен районта: «Асăрхануллă пулăр: ачасем!» операци ирттереççĕ. Унăн тĕллевĕ - шкулта вĕренекенсене тимлĕхе ÿстерме хăнăхтарасси, çул çинчи хăрушсăрлăха пăхăнма вĕрентесси. Учительсен, шкул çулне çитмен учрежденисенчи воспитательсен вĕренÿ çулĕ пуçланнă кунсенченех ачасене транспорт хатĕрĕсем çÿрекен автомобиль çулĕсем урлă каçнă е утса пынă чухне асăрхануллă пулмалли çинчен, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп ăнлантарса памалла. Ачасен ушкăнне тротуарсемпе тата çуран çÿрекен сукмаксемпе илсе çÿремелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика