29 августа 2012 г.
Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх «Ĕç ветеранĕ» ята илме май паракан наградăсен йышне ведомствăсен тепĕр 14 наградине кĕртнĕ.
Çакă ЧР Пуçлăхĕ тата правительстви ваттисен пурнăçне çăмăллатасси çине пысăк тимлĕх уйăрни çинчен калать.
«Ĕç ветеранĕ» ята илме ирĕк параканнисен йышĕнче медальсемпе хисеплĕ ятсем, кăкăр çине çакмалли паллăсем. Вăл шутра Раççей Федерацийĕн Гражданла оборона, чрезвычайлă лару-тăру тата çут çанталăк инкекне пĕтерме хутшăнас ĕçсен министерствин «Çăлас ĕçри пĕрлĕхшĕн» («За содружество во имя спасения»), РФ Оборона министерствин 1,2 степеньлĕ «Çарти хастарлăхшăн» («За воинскую доблесть»), РФ Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин 1, 2, 3 степеньлĕ «Нумай çул ĕçленĕшĕн» («За выслугу лет»), Федерацин айăплава пурнăçлакан службин 1, 2, 3 степеньлĕ «Службăшăн» («За службу»), РФ Вĕрентÿпе наука министерствин К.Д.Ушинскин «Педагогика наукисенчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» («За заслуги в области педагогических наук») медалĕсене тивĕçнисем.
СССР Çыхăну министерствин тата çыхăну ĕçченĕсен профсоюзĕн Тĕп комитечĕн 1, 2, 3 степеньлĕ «Аварисĕр ĕçленĕшĕн», РФ Вĕренÿ тата наука министерствин «Раççей Федерацийĕн профессин вăтам пĕлĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», РФ Вĕрентÿ тата наука министерствин «Раççей Федерацийĕн профессин аслă пĕлĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», РФ Вĕрентÿ тата наука министерствин «Раççей Федерацийĕн наукăпа техникăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», РФ Промышленность тата энергетика министерствин «Раççейĕн тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнисем. РФ Вĕрентÿ тата наука министерствин «Студентсен наукăпа тĕпчев ĕçне аталантарнăшăн», СССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи патшалăх хăрушсăрлăх комитечĕн «Чи лайăх пограничник», Федерацин патшалăх резервĕсен агентствин «Раççей патшалăх резервĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» паллисене тивĕçнисем.