25 августа 2012 г.
«Хыпар» хаçатăн пĕр номерĕнче В.Ивановăн «Клуб чăннипех культура вучахĕччĕ», Н.Михайловăн «Чиркÿре пулнăшăн айăплатчĕç» статйисем пичетленчĕç. Час-часах çыраççĕ ШĔМĕн ветеранĕ-офицерĕсем хаçата çакăн йышши шухăша яракан статьясем.
Хăй вăхăтĕнче Н.Михайлов аслă сержант Шупашкар хулинчи милици çумĕнчи хурал пайĕнче аслă инспекторччĕ. Унччен Мускав çывăхĕнчи Королев хулинче çар службинче тăнă. «Çăлтăр» хуларан тухса çÿрекен космонавтсене пурне те пĕлнĕ. Хамăр ентеш А.Николаевпа та çывăх паллашнă. Эпĕ Михайлов тÿрремĕнех пăхăнса тăракан хуралçăсен бригадин бригадирĕччĕ. Вăл çулсенче кашни лавкка умĕнче пĕр хуралçăччĕ. Иксĕмĕр И.Франко урамĕпе Лента тĕртекен фабрика урлă Хĕрлĕ Площаде çитиччен çуран утса хуралçăсене тĕрĕсленĕ: тем те курнă... Каярах Николай Михайлович пĕлĕвне ÿстерсе Атăл хĕрринчи милици уйрăмне куçнă.
Вăл хула, унтан Ленин районĕнчи милици пуçлăхĕн служба енĕпе ĕçлекен çумĕччĕ. Тĕрлĕ уявсенче йĕркелĕх хуралне ăна ертсе пыма шаннă. Мана ялан рупор тыттарма юратнă: - Максимов! Санăн сассу лайăх, уçă!» Хам та парăмра юлман. Лакрей паркне кĕмешкĕн хула енчен кĕпер - халăха хăвăнах паркалла ăсатмалла:
- Хĕрсем! Васкăр! Симĕс юмансем айĕнче сире каччăсем кĕтсе шăнчĕç, - теттĕм. Вара çамрăксем пĕр-пĕринпе тĕл пулатчĕç.