АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелерĕç

25 августа 2012 г.

Юлашки çулсенче пирĕн районта вак тата вăтам бизнесра вăй хуракансен йышĕ нумайлансах пырать. Çавна май çĕнĕрен те çĕнĕ лавккасем, пĕчĕк калăпăшлă предприятисем уçăлаççĕ, халăха тÿлевлĕ пулăшу парас ĕç ÿссех пырать. Акă нумаях пулмасть «Вăрмар пасарĕ» муниципаллă унитарлă предприяти территорийĕнче «Локон» парикмахерски уçăлчĕ.

Кунта вăй хуракан Т.Павловăпа И.Куприна парикмахерсем клиентсене яланах хавас. Хĕрарăмсемпе хĕр-пикесем валли чăннипех те ку пысăк парне темелле. Вĕсем кунта çÿç кастарма, тĕрлĕ йышши капăр прическа тутарма пултараççĕ. Юбилее, туя е тата ытти савăнăçлă мероприятие каймалла-и, тархасшăн сире ăста алăллă парикмахерсем яланах пулăшма хатĕр. Хальхи вăхăтра Т.Павлова, И.Куприна парикмахерсем кунне 30-40 клиента тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем кÿреççĕ. «Локон» парикмахерскинче вăй хумашкăн пур условисем те пур. Кунта таса, хăтлă, тирпейлĕ. Клиент хăйне килĕшекен прическа тутарма тĕрлĕ йышши мода журналĕсемпе паллашма пултарать. Хăй ĕçĕнче ăста парикмахерсем те мĕнлерех прическа килĕшнине сĕнме пултараççĕ. Пĕтĕмĕшле каласан, кунти парикмахерсен клиент ыйтăвне тивĕçтерме яланах хатĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика