АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАЛЛАШĂР: ГРАНТ ÇĔНТЕРŸÇИ

25 августа 2012 г.

«АПК» аталанăвĕ» наци проекчĕпе ытти программăсем хресчен (фермер) хуçалăхĕсене çĕкленсе вăй илме курăмлă пулăшу кÿреççĕ. Асăннă хуçалăхсене аталанма майсем туса парас тĕлĕшпе федераци шайĕнче ятарлă грантсем уйăрма палăртнă. ЧР Ял хуçалăх министерстви çумĕнче йĕркеленĕ ятарлă комиссин пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн вĕсене кăçал пирĕн районти Кавал ял тăрăхĕнчи Ю.Иванов (выльăх-чĕрлĕх аталантарма), О.Васильева (пыл хурчĕсем ĕрчетме) тивĕçнĕ.

Çĕкленчĕ çĕнĕ ферма

Кивĕ Вĕренерте тĕпленсе пурăнакан Юрий Геннадьевич хресчен (фермер) хуçалăхне çитнĕ çĕре мăйракаллă шултра выльăх усрамалли фермăра хĕрсе ĕç пыратчĕ. Укçа куçарнăранпа вăхăт нумаях иртмен пулин те пултаруллă фермер 20 метр тăршшĕ, 10 метр сарлакăш метрлă вите çĕкленсе те лартнă. Пур енчен те (тăрри те) çутă профнастилран тунăскер чăвашсен паллă космонавчĕ Андриян Григорьевич Николаев урамĕнче (вăл яла кĕнĕ çĕртех) аякранах курăнса ларать. Кĕрсе çÿреме те майлă кунта. Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Алексеева тăрăшнипе урама вак чул сарнă. Çумăрлă, йĕпе-сапаллă çанталăк та автомашинăсемпе кĕрсе çÿреме чăрмантармасть. Çĕнĕ урама ялăн ытти пайĕнчен тарăн çырма уйăрать. Унăн урлă каçса çÿреме ял халăхне меллĕ пултăр тесе 6 каçă тунă. Çумăр-и, çил-тăман-и - халĕ вĕсем тăрăх шикленмесĕр каçса çÿреме пултараççĕ çынсем. Мĕншĕн çакна асăнса хăваратăп-ха эпĕ - çынсене çеç мар майлă, кунта пысăк хуçалăх ÿссе ларнă май выльăхсене çаран çине хăваласа кăларма та, курăм турттарса килме те меллĕ.

Ферма патнех таврăнар-ха. Юрий Геннадьевич кунта 25 пуç мăйракаллă шултра выльăх пăхса усрама планлать, кормоцех та çакăнтах пулать, унсăр пуçне чăх-чĕп çитĕнтерессипе те тимлесшĕн вăл.

Ĕне-вăкăр шутне илес пулсассăн вĕсем хальлĕхе 15 пуç. Фермер вĕсене хăй пурăнакан çуртпа юнашар хăпартнă витесенче усрать, вĕсен йышне ÿстерес шухăш малтанах пулнă-ха та, анчах ăçта усрамалла; Халĕ çĕнĕ вите тунă хыççăн çак ыйту çăмăллăнах татăлать.

Çывăх вăхăтра çĕнĕ витене тараса чавса шыв кĕртме палăртнă. Ункисене кÿрсе хунă. Пусă чавмаллин вăхăчĕ пур, çавăн чухне пурнăçласшăн та çак ĕçе. Çутă юпи лартса электричество кĕртес енĕпе «Чăвашэнерго» акционерсен уçă обществин «Кăнтăрти электричество сечĕсем» пуçлăхĕ В.Петров пысăк пулăшу пани, тĕрлĕ усăллă канашсем пани çинчен пĕлтерет Юрий Геннадьевич, çавăнпа та ун ячĕпе ăшă сăмахсем калать.

Мĕнрен пуçланнă-ха выльăх ĕрчетесси?

Çакăнтан пуçлар-ха. Юра шкулта вĕреннĕ чухне чăваш филологийĕпе, литературипе кăсăкланнă, çавăнпа та пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарасси çинчен шутлама та пултарайман. Шкул пĕтерсе салтака кайса килнĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Пĕр хушă чăваш чĕлхипе литературине кÿршĕллĕ Чăрăшçырмари тĕп шкулта вĕрентнĕ. Малалла та учительтех ĕçлетчĕ пулĕ-ха та, анчах иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсен пăлхаварлă самани плансене улăштарма хистенĕ. Чылайăшĕ лайăх ас тăваççĕ: бюджет сферинче ĕçлекенсем, çав шутра учительсем те, çуршар çул шалу укçи илейместчĕç. Укçан паракан коммуналлă пулăшу укçи, методика пособийĕсем пирки калама та кирлĕ мар. Çемьене вара тăрантмалла. Ун чухне мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтернĕ (халĕ-виççĕ), кил-çурта хутса ăшăтмалла... Ял çыннине ĕлĕкрен çĕр тăрантарнă, йывăр чухне ун патне таврăнатпăр та. Юрий Геннадьевич та çапла шутласа вăкăрсем усрама тытăнать. Мĕн ачаран çĕр ĕçĕпе ĕçлесе ÿснĕскер - килĕнче нихăçан та ĕне-сурăхсемсĕр пурăнман - ĕçе пĕлсе йĕркелесе пырать (ку 10 çул ытла каялла пулнă), выльăх шутне ÿстерет, самăртса çитерсен патшалăха е уйрăм çынсене сутать. Фермер хуçалăхĕ çакăн пек йĕркеленме пуçлать те ĕнтĕ. Официаллă майпа фермер (хресчен) хуçалăхне 2011 çулхи ноябрь уйăхĕнче регистрациленĕ. Çÿлерех асăннă фермăна çĕклеме Ю.Иванова юлташĕсем - В.Васильев, Ю.Яковлев, ывăлĕсем - Владислав, Станислав, Максим пулăшаççĕ. Мăшăрĕ те, Марина Леонидовна, кил хушшинчи ĕçсене пуçтарса пĕтерсен строительсем патне васкать.

Малалла пирĕн калаçу курăм хатĕрлесси пирки пулчĕ.

- 8 гектар çĕр çинче люцерна çитĕнтеретĕп, - терĕ Юрий Геннадьевич. - Кăçал вăл тухăçлă çитĕнчĕ. Пĕрремĕш хут çулнине типĕтсе кĕртсе 20 килограмлă тюксем туса хунă. Иккĕмĕш хут ÿснине те çурри ытла çулнă. Фураж тыррине фермерсенчен илме палăртатăп. 25 пуç вăкăр-тынана та хĕл каçарма курăм çителĕклĕ пулĕ.

«Манăн çурт - манăн крепоç»

Хастар çамрăк çын (40 урлă тин каçнă-ха вăл) çĕнĕ выльăх витинчен аякрах та мар çурт тăвать. Стенисене хăйсен ял çынни çĕкленĕ пулнă малтан. Ăна сутăн илнĕ хыççăн Юрий Геннадьевич çине тăрса кĕске вăхăт хушшинчех тăррине те витнĕ, шалти ĕçсен ытларах пайне те пурнăçланă ĕнтĕ. Çитес çул вăл кунта çĕнĕ вите туса пĕтернипе пĕрлех çемйине те илсе кĕртесшĕн. Хуçалăхпа кил-çурт юнашар пулнине мĕн çиттĕр. Ĕлĕкхи йăлапа «Сăвар» обществăн ертÿçисем - Алмантей (Шупашкар хули), Арăслан (Аслă Чак) Юрий Геннадьевичăн çĕнĕ çуртĕнче чăвашсен авалхи йĕркипе килĕшÿллĕн сăра тумалли кăмакан никĕсне ярса хăварнă, несĕлсен ырă йăлине малалла тытса тăма ырă сунса пил сăмахĕсем каланă. Тăван халăхăн йăли-йĕркисене тытса пыракансем пурришĕн хĕпĕртенине пĕлтернĕ. Эппин халăхăн малашлăхĕ пур.

Ырă тăвасси юнра пулĕ унăн

«Ял пурнăçĕ пуçаруллă çынсенче» ятпа тухать пирĕн ятарлă кăларăм. Ку чăннипех çапла пулнине Юрий Геннадьевичпа çывăх çыннисен пархатарлă ĕçĕсем те çирĕплетеççĕ. Вĕсем çине тăнипех ялта клуба ниме майĕпе юсаса çĕнетнĕччĕ. «Кукăр пăтасене тÿрлетсе ĕçлени те пулнă, çапах ĕçе вĕçне çитертĕмĕр», - аса илет вăл.

Халĕ ял старости пулнă май тата чун ыйтнипе те ялта курăмлă ĕçсем туса ирттереççĕ. Пĕр хушă ялта питĕ сахал ача çуралнă, халĕ вĕсен йышĕ ÿссе пырать. Çавна шута илсе ĕнтĕ, вĕсене савăнса ÿсме, пĕр-пĕрне курса выляма ача-пăча лаптăкĕ - кунта ярăнчăксем, йывăçран тунă машинăсем, хăйăр çинче вылямалли лаптăксем тăвас енĕпе курăмлă ĕçсем туса ирттернĕ. Çак ĕçе пурнăçлама ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Надежда Апполоновна пысăк тÿпе хывнă, ял старости Ю.Иванов та юлташĕсемпе пĕрле ачасене савăнăç кÿрекен вырăна йĕркелеме нумай тăрăшнă. Çак вырăна тума Мария Петровна Алексеева пенсионерка хăйĕн пахчин пĕр пайĕнче ирĕк панă. Уншăн ача-пăча ашшĕ-амăшĕсем савăннă, ăна пысăк тав сăмахĕ калаççĕ.

Çапла пурăнать Кивĕ Вĕренерти фермер Юрий Геннадьевич Иванов. Хăйĕн хуçалăхне аталантарасси пирки çеç шутламасть вăл, ял малашлăхĕшĕн те тăрăшать. Çакăн пек пулма ăна ашшĕ-амăшĕ вĕрентнĕ. Амăшĕ, Анна Васильевна, питĕ кăмăллă хĕрарăм, сăвăсем те çырать. Пĕр сыпăкĕпе паллашма сĕнетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика