25 августа 2012 г.
Августăн 27-мĕшĕнче пирĕн ентеш, Пинер ялĕнче çуралса ÿснĕ паллă журналист, çыравçă - Аркадий Петрович КАЗАНОВ - 80 çул тултарать. Ăна çак паллă юбилейпе «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем чун-чĕререн саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телейпе тулăх пурнăç, творчествăра пысăк çитĕнÿсем тума сунаççĕ. Малалла вара сăмах ăна çывăх пĕлекен ентешсене парар. Хăй вăхăтĕнче Вăрмар парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă В.Алексеев очеркĕнче, Н.Иванов - Пархатар поэт-композитор хăйĕн сăввинче унăн кун-çулĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарĕç.